АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе

22 августа 2015 г.

«Ачасем - пирĕн пуласлăх», - тетпĕр эпир яланах. Апла пулсан хамăр пуласлăхшăн вĕсем çут тĕнчене килсенех тăрăшма тытăнмалла. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пепкисемшĕн мĕн пĕчĕкрен тăрăшаççĕ, шкулта вара ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнччĕр тесе çине тăраççĕ.

Кĕçех ачасен чи савăнăçлă самант - каникул вĕçленет, каллех парттăсем хушшине лармалла. Пĕлÿ тĕнчин алăкне уçиччен ăна тирпей-илем кĕртмелле. Çак ĕçсене вара районта кашни çулах туса ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, акă, Чупай ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулах илер-ха. Кунта яланах тирпей-илем хуçаланать темелле. Халĕ те шкул алăкне уçса ярсанах илем куçа илĕртет: çĕнĕ алăксем, пластик кантăксем, хитре сăрăпа сăрланă стенасем, урайĕ те йăлтăртатса кăна тăрать. Çак илем тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулманни каламасăрах паллă. Кунти вĕрентекенсем ачасене пĕлÿ парассипе тăрăшнипе пĕрлех хушма хуçалăхра та ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Шкул çумĕнче 4,9 гектар çĕр пур, çав шута стадион та кĕрет, ытти пахча-çимĕç çитĕнтермелли участок, теплица пур. Çĕр улми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туса илеççĕ, урпа та акаççĕ. Сăвакан пĕр ĕне те пур вĕсен, вăкăр та çитĕнет. Выльăх-чĕрлĕх тытнипе тата пахча-çимĕç çитĕнтернипе усă курса ачасене йÿнĕ хакпа апатлантараççĕ. Ытлашшине сутса шкул кассине хушма укçа пулса тĕрлĕрен ĕç тунă çĕрте усă кураççĕ. Вĕрентекенсем çăвĕпех шкулта вăй хураççĕ темелле: кашни харпăр хăй класне вĕренÿ çулне хатĕрленсе тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлаççĕ, çав хушăрах пахча ĕçĕсене те тăваççĕ, выльăхне те тăрантараççĕ. Кирлĕ пулсан строительство ĕçĕсенче те пулăшаççĕ. Вĕренÿ çулне хатĕрленсе тумалли ĕçĕсем вара кунта пайтах: 6 пластик кантăк улăштарнă, музыка кабинетне тĕпрен юсанă, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕн кабинечĕн алăкне улăштарнă. Сăмах май каласан, шкулăн пĕрремĕш хутĕнче 17 алăк улăштарса лартнă. Çĕнĕ çулччен хăйсен ĕçлесе тунă укçипе тепĕр 8 алăк лартасшăн. Кашни класăн урайне тата коридортине сăрласа çĕнетнĕ. Шкула шыв кĕрет, тухать. Шкулта санузел та шалтах, физкультура урокĕнче е тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене хутшăнса тарланă хыççăн вĕсене кунта çăвăнса илме ятарлă пÿлĕм те пур. Ачасене апатланма реконструкциленĕ столовăй ĕçлет. Кунта илемлĕ сĕтел-пукан, чашăк-тирĕк, апат пĕçермелли çĕнĕ йышши оборудовани пур тата ытти те. Укçа-тенкĕ ытларах республикăри тата районти бюджетсенчен уйăрса параççĕ. Тĕслĕхрен, 2010 çулта 2 млн та 700 пин тенкĕ укçа кĕнĕ, çав шутран 1млн та 450 пин тенкине ача садне юсав ĕçĕсем тунă çĕре янă, тепĕр 1 млн та 250 тенкипе шкул çуртне тирпей-илем кĕртнĕ. 2013 çулта 420 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Çÿлте палăртнă ĕçсене пурне те çак укçа-тенкĕпе усă курса пурнăçланă, çитменнине хăйсем ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине (100 пин) янă. Шкул валли сĕтел-пукан туянма 72 пин тенкĕ, пÿлĕмсене çĕнетме 150 пин район бюджетĕнчен куçарса панă. Пĕлтĕр шкулта медицина кабинечĕ те йĕркеленĕ. Ачасен сывлăхне халĕ шкултах тĕрĕслеме пулать. Чăннипех те шкулăн пĕрремĕш хутне кĕрсен ку çĕнĕ шкул теме те пулать, анчах иккĕмĕш хутĕнче апла мар-ха, çĕнетмеллисем кунта питех те нумай. Тепĕр 30 кантăк классенчисене, коридортисене 35 кантăк пластиксемпе улăштармалла. Иккĕмĕш хутри класс алăкĕсене çĕнетмелле тата ытти те.

Шкула Çĕнĕ Мăнтăр, Патти, Чупай ялĕсенчен ачасем пĕлÿ пухма çÿреççĕ. Ялсенчи ачасене шкулти ятарлă Газель автомашина турттарать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 80 ача партăсем хушшине лармалла, ача садĕнчи икĕ ушкăнра 45 ача пулмалла. Шкулта пур условисем те пурри ачасене тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусене хутшăнса пысăк çитĕнÿсем тума пулăшать. Ку шкулти ачасем республикăра, районта иртекен спорт мероприятийĕсене пĕрре те сиктерсе хăвармаççĕ, яланах призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Районта кашни çул ирттерекен шкул ачисем хушшинчи спартакиадăра пĕрремĕш вырăн йышăнса кубоксем çĕнсе илеççĕ. Çултан-çул районта иртекен тĕрлĕрен предмет олимпиадисенче малти вырăнсене çĕнсе илекен ачасен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсене 13 учитель, çав шутран аслă категориллисем 4 (А.Ноздрин, Л.Цыфаркина, Л.Никифорова, А.Горубнов), 1 категориллисем 8 вĕрентеççĕ, икĕ учителĕ кăçал аттестаци тухма хатĕрленет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем виççĕн - А.Ноздрин, А.Димитриев, Л.Цыфаркина. Ача садĕнче 3 воспитатель ĕçлеççĕ, пурте 1 категориллĕ. Çак коллектива вара Чупайĕнчи шкултанах вĕренсе тухнă, мĕн ачаран шкул пурнăçне пĕлсе çитĕннĕ хастар та пултаруллă директор Анатолий Кузьмич Димитриев 1982 çултанпа ертсе пырать. Вăл Шупашкарти Чăваш Патшалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан пĕрремĕш çулĕнче Урнарти шкулта математика предметне вĕрентме тытăннă, унтан ăна Чупай ялне куçараççĕ. Кунта та çак предметах вĕрентсе пыма тытăнать, халĕ те ачасене математика ăсталăхне алла илме пулăшать. Кунта манăн ертсе пыраканĕ мĕнле, шкулĕ те çавăн пек тесе калас килет. Пĕтĕмĕшле илсен ку шкул ачасене паян тесен паян кĕтсе илме хатĕр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика