АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнă ĕçсене пурнăçлани кăмăла çĕклет

22 августа 2015 г.

Палăртнă ĕçсене пурнăçлани кăмăла çĕклет

Августăн 19-мĕшĕнче районта «2015 çулта ялхуçалăх ĕçĕсем епле пыни, çавăн пекех Чăваш Республикинчи вĕрентÿ организацийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленни, унсăр пуçне çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата Чăваш Республикинче вырнаçнă шыв объекчĕсенче шыва кĕнĕ чухнехи хăрушсăрлăха тĕпе хурас тавра калаçни; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем хутса ăшăтмалли 2015-2016 çулсенчи сезона хатĕрленес ĕç мĕнлерех пулса пыни» темăсемпе пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕнчисем Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас, Чупай, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пулса унта пурăнакансемпе, ĕç колективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсен актуаллă ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, граждансене уйрăммăн харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территори органĕн ертÿçин заместителĕ Л.Егорова, «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль енĕпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ М.Федотов, Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организацин президиумĕн членĕ М.Краснов тата районти яваплă çынсем хутшăннă.

Килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах район администрацийĕн залĕнче пухăнчĕç. Кунта вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ăшшăн кĕтсе илчĕ, вăрмарсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, унтан информаци кунĕн темисене çутатрĕ. Икĕ е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн капиталĕн сертификатне парасси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, хальхинче ăна И.Маштанова, О.Федорова, Е.Михайлова, М.Васильева (Вăрмар поселокĕ), Э.Николаева (Вăтакас), З.Соколова (Çÿлти Кинчер) илчĕç, сертификат илнĕ ятпа информушкăн членĕсем çамрăк амăшĕсене саламларĕç, яланах çирĕп сывлăхлă пулмашкăн сунчĕç. Кунтах Вăрмар район пуçлăхĕ, Раççей Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков амăшĕн капиталне ăçта тата мĕнле майпа усă курма юранине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Унтан ĕçлĕ пĕчĕк 5 информушкăнсем çине пайланса малтан палăртнă ял тăрăхĕсенче вырăнти халăхпа тĕл пулса çÿлте асăннă хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ

Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов, Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров Кивĕ Вăрмар ял тăрăхне çитсе килнĕ. Кунта ял библиотекинче тата шкулта халăхпа тĕл пулса калаçнă. Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе пынине çутатнă май В.Петров Чăваш Республикинче 1068 вĕрентÿ организацийĕ ĕçленине, вĕсенчен 98,3 проценчĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулнине палăртнă. А.Тихонов августăн 19-мĕшĕ тĕлне районта 27 вĕрентÿ организацийĕнчен 25-ĕшне йышăнни пирки каласа хăварнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе вĕренÿ пÿлĕмĕсенче, спортзалсенче, медицина кабинечĕсенче, апат блокĕсенче юсав ĕçĕсем тунă* çутă, шыв, хутса ăшăтмалли, канализаци системисене пăхса тухнă* шкулти сĕтел-пукансемпе оборудованисене улăштарнă* шкул территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ тата ытти те. Чи пĕлтерĕшли - ачасем валли çĕнĕ стандартпа вĕренмелли кĕнекесем туянни. Çак ĕçсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта хăрушсăрлăхпа çыхăннă мероприятисем тăнине асăрхаттарса хăварнă. Ял тăрăхĕсенче зданисене çĕнетме республикăпа вырăнти бюджетран 1068,8 пин тенкĕ уйăрнине асăннă, ăна Аслă Чак шкулне тĕпрен юсама янă: республика - 855,0 пин тенкĕ, вырăнтан - 213,8 пин тенкĕ. Аслă Чак шкулĕнче шалтан та, тулаш енчен те чылай юсав ĕçĕсем тунă. 2015 çулта ял тăрăхĕсенче вырнаçнă шкулсенче физкультура урокĕсене тивĕçлĕ условисенче ирттерме федераллă бюджетран 1180,0 пин тенкĕ уйăрса панă, унпа Чулкас шкулĕнче тĕрлĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлама усă курнă. Райадминистрацин пуçлăхĕ палăртнă тăрăх района РФ «2011-2015 çулсем валли «Доступная среда» патшалăх программине пурнăçлама 486390 пин тенкĕ уйăрнă.

Александр Иванович халăха районта ялхуçалăх ĕçĕсем мĕнле пынипе те паллаштарнă. Çак кун тĕлне 7336 гектар çинчен тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене вырса-çулса илнĕ, пĕтĕмĕшле 12569 тонна, вырма ĕçĕсенче 39 комбайн ĕçлет. Кунсăр пуçне кĕр тыррине акса хăварма 3790 гектар çĕр сухаланă.

Тикаш ял тăрăхĕ

Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçлĕ ушкăнĕ - ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территори органĕн ертÿçин заместителĕ Л.Егорова, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов Тикаш ял тăрăхĕнчи Тикаш ялĕн халăхĕпе тĕл пулчĕç. Кунта вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Черкасов ăшшăн кĕтсе илчĕ, администрацин ĕçĕ-хĕлĕпе, ялта пурăнакансем специалистсем патне ытларах мĕнлерех кăсăклантаракан ыйтусемпе килнине асăнчĕ. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса тата шыв объекчĕсенче шыва кĕнĕ чухнехи хăрушсăрлăха тĕпе хурас тавра вырăнти халăхпа час-часах профилактикăлла калаçусем ирттернине палăртрĕ. Çынсен хăйсен хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса пурăнмаллине, киревсĕр йăла-йĕркесенчен пăрăнмаллине, уйрăмах çуллахи вăхăтра пурлăх тата пурнăç хăрушсăрлăхĕшĕн питĕ тимлĕ пулмаллине пĕтĕмлетрĕç пухăннисем. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе кунти хутса ăшăтмалли котельнăйсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ», - пĕлтерчĕ Валерий Алексеевич.

Малалла ĕçлĕ ушкăн çак ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çул тытрĕ. Шкул умĕнче ÿсекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексем хăйсен илемĕпе тыткăнлаççĕ, кунта йĕри-тара тасалăх хуçаланать. Шкул директорĕ Н.Иванов кăçалхи вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕ. Кăçал 32 ача кунта пĕлÿ пухĕ. Вĕсем хăйсене шкулта хăтлă туйччăр тесе кунти вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, шкулти пур персонал тăрăшнипе шкул çуртне сентябрь тĕлне хатĕрлесе çитернĕ: классене йăлт тасатса сăрласа тухнă. Çакна палăртмалла: Тикаш ял тăрăхĕнчи «Иванов Н.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов юсав ĕçĕсене тума сăрă туянса панă, тĕрлĕ мероприятисене ирттернĕ чухне те укçа-тенкĕпе пулăшать, сăмах май «Районти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн» Арапуçĕнчи уйрăмне çырăнтару кампанийĕнче районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата 10-шар экземпляр çырăнса парать. ЧР районти ял тăрăхĕсенче комплекслă майпа компактлă аталантарасси тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн виçĕм çул шкулти спортзала юсанă. Вĕренÿ кĕнекисене, пуçламăш классенче вĕренекенсем валли çĕнĕ йышши партăсем туяннă. Çапла, ачасен хăрушсăрлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе те чылай ĕç пурнăçланă. Ачасен çуллахи канăвне усăллă ирттерес тĕлĕшпе те библиотека ĕçченĕ И.Иванова тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет, акă, шкул ачисемпе - К.Софронова, С.Васильева, В.Чернов, С.Чернова, Д.Васильев - пĕрле пухăнса Панулми спасĕ кунне пахча çимĕçсенчен хăйне евĕр курав хатĕрленĕ.

Кăçалхи çу кунĕсем пахча çимĕçшĕн тата улма-çырлашăн аван пулчĕç. Çакна эпир Тикаш ял тăрăхĕнчи «Иванов Н.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче те куртăмăр. Шăхаль тата Тикаш ял тăрăхĕсенчи усă курман çĕрсене вăл пусă çаврăнăшне кĕртессипе аван ĕçлесе пырать. Вĕсем ялхуçалăх культурисене 630 гектар çинче туса илеççĕ. Çав шутра: кĕрхи тулă - 150 гектар йышăнать, çурхи тулă - 140, урпа - 170, сĕлĕ - 20, хуратул - 15, фацели - 15, пăрçа -15. Çак çĕр лаптăкĕнче çемье подрячĕпе ĕçлеççĕ. Çĕр çинче туса илекен тухăçĕпе мăйракаллă шултра выльăха тăрантараççĕ. Паянхи куна хресчен (фермер) ĕçченĕсем 200 тонна яхăн утă, выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Çултан-çул мăйракаллă шултра выльăх шутне ÿстерме тăрăшаççĕ, çавна май пĕлтĕр 24 пуç вырнаçмалăх хăйсен вăйĕпе вите хăпартнă. Халĕ унта «Швицкий» ăратлă вăкăрсене самăртма хупнă. Пĕтĕм ĕç-пуçа йĕркелесе пыма техники те çителĕклех вĕсен, пушар машини те хатĕр ларать. Хуçалăхра тем те пур: шыв башни те, мастерскойĕ те, вăрлăх упрамалли склачĕ те. Апла пулсан çак хуçалăхăн малашлăхĕ çирĕп пуласса шанас килет.

Чупай ял тăрăхĕ

Информации кунне пирĕн района килнĕ ушкăнăн пĕр пайĕ - «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организацин президиумĕн членĕ М.Краснов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов тата районти пушар хурал надзорĕн начальникĕ Д.Кузьмин Чупай ял тăрăхне çитрĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев кĕтсе илчĕ. Малтанах Аслă Отечественнйă вăрçă вăхăтĕнче вăй хунă тыл ĕçченĕсене тата ялтан хаяр вăрçа тухса кайнисемпе вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче чарăнса тăчĕç. Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнĕ ятпа ăна тĕпрен çĕнетсе улăштарнă. Çакă вара ял тăрăхне ытти çĕртен килекенсен куçне тÿрех лекет пулмалла, мĕншĕн тесен кун пек палăк урăх ниçта та çук. Палăка хатĕрлеме ял çыннисем хастар хутшăннă. Районти музей директорĕ В.Цыфаркин палăк эскизне хатĕрлесе панă. Тăваткал бетон никĕс çинче рельс татăкĕсенчен хатĕрленĕ хÿтĕлев хатĕрĕ лартнă. Кайри планра Георги хăйăвне аса илтерекен тимĕр виçĕ пăрăх, вĕсем çинче тăнăç пурнăç палли - виçĕ кăвакарчăн тÿпенелле вĕçеççĕ. Постамент çинче Асăну хăми те пур. Малалла ялти почта çыхăнăвне кĕрсе унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç, хаçат-журнал çырăнтарасси пирки те интересленчĕç. Кунтах Вăрмар поселокĕнчи «Светлана» çĕвĕ цехĕ тулли мар яваплă обществăн филиалĕ те ĕçлет. Ĕçлĕ ушкăн çĕвĕ цехĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, шыва кĕнĕ чухнехи хăрушсăрлăха тĕпе хурас тавра тата хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленесси еплерех пыни çинчен калаçрĕç, унсăр пуçне ытти тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç. Ялти культура çурчĕпе клуба та кĕрсе курчĕç. Унтан çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме еплерех хатĕрленнипе кăсăкланса ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çитрĕç. Кунта пĕтĕмĕшле илсен çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрри вĕсен кăмăлне çĕклерĕ. Ялти ача садĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Информаци кунне килнисем ачасен кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç, воспитательсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Тĕлпулу пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ИВАНОВА, И.АНТОНОВА, А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика