22 августа 2015 г.

Çын мĕн пĕчĕкрен вĕлле хурчĕсемпе ĕçлеме юратсан çак ĕçе мĕн ватăличченех пурнăçлать пулмалла. Вĕсемпе çынпа калаçнă пекех калаçать, унăн ыратăвне туйма тăрăшать. Çакна вара харпăр хăй ĕçне пыл туса илес енĕпе ĕçлекенсем пĕр-пĕрин хушшинче калаçнинчен те аван чухласа илме пулать.
Çавăнпа та пулĕ вĕлле хурчĕ тытакансем кашни çулах пĕр çĕре пуçтарăнса канашлама юратаççĕ, ĕçри опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштараççĕ. Кăçал вĕсем Тикаш ял тăрăхĕнчи «Иванов Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи вĕлле хурчĕ тытакан вырăнта пулнă. Мĕншĕн çак вырăна суйланă-ши? - тесе ыйтĕ вулакан. Кунта вĕлле хурчĕсене тытас ĕçе те аван йĕркелесе янă, курмалли, вĕренмелли те пайтах. Хальхинче хамăр районти хурт-хăмăрçăсемпе пĕрле Тăвай, Куславкка районĕсенчен тата Тутар Республикинчен те килнĕ. «Хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен агентство» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Г.Максимов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов, тĕп специалист эксперт-зоотехник О.Васильев, тĕп зоотехник специалист, хурт-хăмăр ăсти Р.Эмирханова тата районти тĕп библиотека ĕçченĕсем канашлăва ăнăçлă ертсе пынă.
Районти хресчен ?фермер% хуçалăхĕнчи тата уйрăм кил хуçалăхĕнчи вĕлле хурчĕсемпе ĕçленин кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов паллаштарнă, район администрацийĕ ячĕпе Тав хучĕсене Кĕтеснерти Ю.Иванова, Тикашри Елена Георгиевнăпа Николай Александрович Петровсене панă. Г.Максимов хаклă парнесемпе хăйĕн «Пчеловодство Чувашии» кĕнекине Кугеевăри Ф.Адиятулина тата Вăрмар поселокĕнчи Ю.Таратинăна парнеленĕ.
Геннадий Антонович Максимовăн тĕп доклачĕ вара ытларах вĕлле хурчĕсене хĕл кунĕсене хатĕрлесе çитересси пирки пулнă тата çак ĕçри тĕрлĕрен мероприятисем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех вăл чăвашра туса илекен пыл Раççейри пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен ярмăрккасемпе выставкăсене хутшăнни çинчен каласа панă. Унта чăваш пылĕ экологи енчен тасалăхĕпе, уйрăмах пахалăхĕпе палăрса 14 ылтăн тата 4 кĕмĕл медале, дипломсене тивĕçнине пĕлтерни пурне те интереслĕ пулнă. Библиотека ĕçченĕсем вĕлле хурчĕсемпе çыхăннă кĕнекесемпе паллаштарнă.
Канашлăва пурĕ 45 çын хутшăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: О.ВАСИЛЬЕВ.