АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннехи ĕç хакĕ кĕркунне курăнать

19 августа 2015 г.

Çуркуннехи ĕç хакĕ кĕркунне курăнать

Çĕр ĕçченĕшĕн чи хĕрÿ тапхăр-вырма - пырать. Уй-хир ĕçченĕсем çĕрне-кунне пĕлмесăр ĕçлеççĕ, кĕске вăхăтра акса-туса илнĕ çимĕçе пуçтарса илме тăрăшаççĕ.

Çак кунсенче райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов тата ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе килнĕ, уй-хирте пыракан ĕçсемпе паллашнă. Хуçалăхра 1202 гектар çĕр çинче тыр-пул акса туса илеççĕ, паянхи куна 430 гектар çинчи тырра вырса тĕшĕленĕ, ку 36 процентпа танлашать. Кашни гектартан 30,0 центнер тухнине шута илсен 1280 тонна тырă вырнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков палăртнă тăрăх, туллăн Экада-70 сорчĕ уйрăмах пысăк тупăш парать, гектартан 40 центнер тухать. Тыр-пул пухса кĕртес çĕрте 4 комбайн ĕçлет.

Халĕ çĕр улми уйĕнче кашни кун 100 çын ытла «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарать. Ку хуçалăхра ăна 208 гектар çине лартса хăварнă, 35 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ, çакă 16,8 процентпа танлашать. Гектартан 250 центнер тухнине шута илсен 875 тонна пуçтарнă.

Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов çĕр улми пуçтаракансемпе калаçнă, вĕсене районăн социаллă экономикин лару-тăрăвĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех ялхуçалăх продукцийĕсене хатĕрлекенсене ĕçре ăнăçусем суннă тата пур ĕçе те вăхăтра туса пĕтерме каланă.

Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх августăн 17-мĕшĕ тĕлне 7336 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса илнĕ, çакă 43,9 процентпа танлашнă. Пĕтĕмĕшле 12560 тонна вырса илнĕ. Çĕр улмие 39 гектар çинчен 956 тонна пуçтарса кĕртнĕ (5 процентпа танлашать). 3790 гектар çĕре (64,8 процент) кĕрхи культурăсене акса хăварма сухаласа хăварнă, 300 гектар çинче акнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ЧЕРНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика