АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пухăнсан савăнма та аван

15 августа 2015 г.

Хуруй ялĕ Вăрмар центрĕнчен чылай инçетре вырнаçнă. Ял умнех асфальтлă çул çитет. Çуллахи кунсенче кунта питех те илемлĕ, хĕлле вара аплах калаймăн. Пĕр вăхăтра ялтан питех те нумай çын унта-кунта тухса кайса тĕрлĕ çĕрте вырнаçса пĕтнĕ. Тăван яла юратакансем, унăн пуласлăхĕшĕн хумханакансем ялтах ĕçлесе пурăнаççĕ.

Ялта райпон пĕр лавкки ĕçлет, фельдшерпа акушер пункчĕ пур, библиотекăпа клуба кашни кун çынсем утаççĕ. Почтальонка вара кашни кун килĕрен çÿресе хаçат-журнал валеçет. Л.Никифорова почтальонка кăмăл тăвакансене халăха куллен кирлĕ таварсем те илсе килет. Чылай чухне вăл ялти ватăсене тĕрлĕ хыпарсене те пĕлтерет. Кĕнеке вулама çав тери юратать, çавна пулах пулĕ вăл ял библиотекине хăйĕн килĕнчи 132 кĕнекине пырса парса ырă ĕç тунă. Çакăншăн ăна ялти çынсемпе библиотека ĕçченĕ Е.Александрова тав тăваççĕ.

Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пурĕ 835 хуçалăх, çав шутран Хуруй ялĕнче - 127. Вĕсенчен 64 килĕнче 144 çын пурăнать - 44 арçын тата 20 хĕрарăм, пенсионерсем 37 çын, вĕсенчен 8 арçын та 29 хĕрарăм, пĕччен пурăнакан ватă çынсем - 18, вĕсен шутĕнчен 80 çултан иртнисем 12 хĕрарăм. Çамрăксем пурĕ 25, вĕсенчен 14 арçын ача, 11 хĕрача. Шкул ачисем 13ĕн, çав шутран 6 арçын ача та 7 хĕрача. Шел пулин те, Хуруй ялĕнче юлашки 4 çулта пĕр ача та çуралман, ялта пурăнакансенчен 7 çын вилнĕ. Ялĕпе шутласан 63 килĕ хупăнса ларать.18 çула çитмен çамрăксем те пур, ялти 13 çемьере 21 ача пурăнать. Нумай ачаллă 2 çемьере 6 ача çитĕнет. Пĕччен ачине пăхса çитĕнтерекен 1 çемьере пĕр ача ÿсет. Ялти чи ватă та сумлă çын, 1924 çулта çуралнă Елена Никоноровна Кондратьева, чи çамрăкки 2011 çулта кун çути курнă Кирилл Юрьевич Иванов.

Е.Александрова каласа панă тăрăх ялти çынсене пĕр çĕре пуçтараканни ялти клубпа библиотека. Унта вĕсем ытларах хĕллехи кунсенче пуçтарăнса алă ĕçĕ тума юратаççĕ, кĕнеке вулаççĕ, тĕрлĕ уявсенче концертсем лартса параççĕ.

Халĕ кунта - ял праçникĕ. Вăл та культурăллă мероприяти. Яла пырса кĕнĕ çĕрте сулахай енчи лапамра юрă-кĕвĕ сасси кĕрлеме тытăнсанах ял чĕрĕлсе кайрĕ тейĕн. Унтан та кунтан ушкăнăн-ушкăнăн çынсем утма тытăнчĕç, хаваслă хăйсем. Районти культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи артистсен уçă сасси ял çийĕн саланса халăха уяв лапамне йыхăрчĕ. Кĕçех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов та çитрĕ. Уяв ячĕпе халăха ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Халăха хаваслă уяв туса парас тесе килнисем пĕр вĕçĕмсĕр илемлĕ юрă шăрантарчĕç. Уяв кĕрлесе кăна тăчĕ. Чылайăшĕсем ташларĕç, тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç, ăмăртрĕç. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Иванова, С.Афанасьев ял старостине, Е.Александрова библиотекаре тата йĕркелÿ комитетĕнчи ытти çынсене ял халăхĕ чĕререн тав турĕ. Хаваслă вăйă-кулă сасси ял çийĕн чылайччен янăрарĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика