15 августа 2015 г.

Хĕрлĕçыр - район центрĕнчен чи инçе вырнаçнă ялсенчен пĕри. Тутар Республикипе чикĕленет вăл. Ял хĕррипе юхса иртекен Кĕтне кашнин кăмăлне çĕклет. Пулă та тытаççĕ кунта, шыва кĕрсе те киленеççĕ, çырла тата кăмпа пухаççĕ.
Ялĕ пысăках мар пулин те 222 хуçалăх шутланать, вĕсенче 363 çын пурăнать. Ялта пурĕ 7 урам, вĕсенчен пĕри «Кубня» ятлă. Кĕтне юханшывне хисеплесе панă ĕнтĕ ăна. Çак урамри 33-мĕш çуртра пурăнать те ĕнтĕ урам илемĕшĕн тăрăшакан Шупашкартан яла тăтăшах килсе çÿрекен Михаил Николаевич Митрофанов. Кăçал çуркунне вăл урама ятарласа карта тытса (ÿкерчĕк çинче М.Митрофанов) хĕвелçаврăнăш, тĕрлĕрен илемлĕ чечексем лартса ÿстерчĕ. Çав хитре чечексем иртен çÿрекенсен кăмăлне çĕклеççĕ, савăнăç кÿреççĕ. М.Митрофанов хăйĕн ырă ĕçĕпе пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче, мĕншĕн тесен пурин те тăван тавралăх тирпейĕпе илемĕшĕн тăрăшмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.