АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурниксен Кунне уявларĕç, кăмăлтан ăмăртрĕç

15 августа 2015 г.

Физкультурниксен Кунне уявларĕç, кăмăлтан ăмăртрĕç

Пĕтĕм Раççейри физкультурниксен Кунĕ - çыннăн ут-пĕвне сывлăх тĕлĕшĕнчен тата кăмăл-сипет енчен çирĕплетме пулăшакан уяв. 1988 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче уявсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ май Физкультурник кунне август уйăхĕн 2-мĕш шăматкунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал ăна августăн 8-мĕшĕнче анлăн уявларĕç.

Пирĕн тăрăхра та асăннă кун поселокри тĕп стадионта йăлана кĕнĕ йĕркепе организацисемпе учрежденисенче вăй хуракан яваплă çынсем тата ыттисем те уява активлă хутшăнчĕç. Чи малтанах кунта пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, физкультурăпа спорта аталантарни, уйрăмах паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Физкультура кашни çынна çирĕп сывлăхлă çитĕнме, хăюллă пулма, харпăр хăйне лайăх тытма, палăртнă ĕçе вĕçне çитерме, пурнăçри пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе пыма пулăшнине асăнчĕ, спортра пысăк çитĕнÿсем тунисене тав хучĕсемпе, çырăвĕсемпе чысларĕ.

Унтан «Çÿлĕрех, вăйлăрах, хăвăртрах» каларăша тĕпе хурса стадионта тĕрлĕ енлĕ хаваслă ăмăртусем пуçланчĕç. Дартс вăййинче тĕрлĕ çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем палăртнă вырăна тĕл персе лектерессипе ăмăртрĕç. Хĕрарăмсенчен чи пултарулли Л.Голубева (Вăрмар пос.) пулчĕ. З.Жандаровăпа (Кĕлкеш) Л.Петрова (Кивĕ Вăрмар) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Арçынсем хушшинче Н.Петров (Вăрмар пос.) - 1-мĕш, Д.Иванов (Энĕшпуç) - 2-мĕш, Н.Изосимов (Энĕшпуç) - 3-мĕш пулчĕç. Турник çинче чи нумай туртăнаканни А.Хованский (Вăрмар пос.) пулчĕ, В.Мясниковпа (Кивĕ Вăрмар) Л.Уливанов (Чулкас) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Хутăш эстафетăна - дартс, велосипедпа 800 метр каясси, 400 метр çурран чупассипе район администрацийĕн ĕçченĕсем 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕç, Вăрмар хула тăрăхĕ - 2-мĕш, Кĕлкеш ял тăрăхĕ - 3-мĕш вырăнсене çирĕплетрĕç. Чи кăсăкли вара - мĕн кĕçĕннинчен пуçласах 70 çул тултарнисем таранах спортăн çĕнĕ тĕсне - скандинави мелĕпе утассин фестивалĕн программине хутшăнма кăмăл туни. 60 çула çитичченхи арçынсем хушшинче асăннă мелпе утса Н.Павлов (Чулкас) палăртнă дистанцие чи пĕрремĕш çитрĕ, С.Егоровпа (Вăрмар пос.) И.Яковлев (Энтрияль) - 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. 60 çул тултарнисем те пĕр-пĕрин хушшинче вăйлă тупăшрĕç. Кунта В.Лирзая (Кавал) çитекенни пулмарĕ, Н.Михайловпа Д.Каланов 2-мĕшпе 3-мĕш пулчĕç. 55 çула çитичченхи хĕрарăмсем хушшинче те ăмăрту хĕрÿ пычĕ. В.Степанова (Кĕлкеш) чи маттур, чи хăвăрт утакан ята илчĕ, 1-мĕш вырăна тухрĕ. Л.Гавриловăпа (Арапуç) А.Козырева (Кĕлкеш) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. 55 çултан иртнисем хушшинче А.Енькова (Кивĕ Вăрмар) - 1-мĕш, Л.Голубева (Вăрмар пос.) - 2-мĕш, Г.Алексеева (Кивĕ Вăрмар) - 3-мĕш пулчĕç. Шашка-шахмат турнирне тĕрлĕ çулсенчи арçынсем хутшăнчĕç, хăйĕн тавçăрулăхĕпе Н.Дмитриев (Кавал) уйрăмах палăрчĕ, Н.Ивановпа (Мăнçырма)В.Евгеньевăн (Вăрмар пос.) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсемпе килĕшмелле пулчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн «Спортпа туслă çемье» фестивальне районти 4 çемье - Красновсен (Çĕнĕ Кавал), Хованскийсен (Вăрмар пос.), Петровсен (Вăрмар пос.), Васильевсен (Вăрмар пос.) - хутшăнса тĕрлĕ енлĕн тупăшрĕç, Арапуç ял тăрăхĕн Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнакан Красновсен туслă çемйи пĕрремĕш пулчĕ. «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче те тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрсемпе каччăсем 50 метрлă дистанцире ирĕклĕ мелпе ишсе ăмăртрĕç. Кунта вăй хуракан тренерсем - С.Иванова, И.Алешин, В.Михайлов - вĕсен тăрăшулăхне тĕрĕс хакларĕç. Акă, 1999-2001 çулсенчи хĕрсем хушшинче О.Иванова 31,15 çеккунтра ишсе тухрĕ, пĕрремĕш пулчĕ, О.Черновăпа А.Портнова 1-2 çеккунтпа кăна кая юлса çитрĕç - 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсемпе килĕшрĕç. 2002 çулхи тата кĕçĕнрех хĕрачасем асăннă дистанцирех ăмăртрĕç: В.Твердова ишевçĕне çитекенни пулмарĕ, 35,9 çеккунт хушшинче ишсе тухма пултарчĕ, 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. В.Васильевăпа Ю.Матвеева 2-мĕшпе 3-мĕш - вырăнсенче. 50 çул тултарнисем тата аслăрах арçынсем хушшинче О.Иванов асăннă дистанциех 33,59 çеккунтра ишсе тухрĕ, Г.Григорьев - 39,13, В.Васильев - 42,58.

Ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан пирĕн халăх сывлăхлă пулĕ, çакна пурин те шута илсен тем пекехчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика