АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн республика. Тĕп тема»

12 августа 2015 г.

«Пирĕн республика. Тĕп тема»

Чăваш Республикинчи «Чувашия» ГТРК, Чăваш Енри телерадиокомпанийĕпе «Советская Чувашия» хаçат пĕрле хатĕрленĕ проектпа килĕшÿллĕн Красноармейски районĕнчи «Кетра» керамика заводĕнче тата Шупашкарти стройплощадкăра пулнине телеэкрансенче кăтартнăччĕ. Халĕ вулакансене хаçат версийĕпе паллаштаратпăр.

Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ

Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарас енĕпе ĕçлекен федераллă фонд Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне панă çĕр çинче «Университетский-2» микрорайонти строительство ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. «ТУС» акционерсен хупă обществи аукционта çĕнтерсе кунти ĕçе пурнăçлама тивĕçнĕ. М.Игнатьев вĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе туса пынине курса ĕненнĕ. Строительство компанийĕн руководителĕн Н.Угасловăн хăйсем мĕн ĕçленине кăтармалли те, каламалли те темĕн чухлех. Черетлĕ çуртăн тăррине витнĕ. Çиччĕмĕш хутри балкон çинчен Атăл тата пĕтĕм стройка ĕçĕ ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. М.Игнатьева, тепрехинче кунта килсен, çак илеме 17-мĕш хутран кăтартма шантарнă. Кун пек çÿллĕ çуртсем «Университетский-2» микрорайонта та пулĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев мĕншĕн çакăн пек варианта суйласа илнине пĕлесшĕн пулнă. «Ачасене урамра выляма меллĕ, çил вĕрмест, ирĕккĕн уçăлса çÿреме пулать, - тесе ăнлантарнă Н.Угаслов, - автомашинăсене лартмалли вырăн та нумайрах». Унсăр пуçне, йĕрке тăрăх, кашни хваттерте кун çути виçĕ сехетрен кая мар пулмалла. Çуртсене çурма çавракан лартнин планировки çÿлерех палăртнă правилăсене пурнăçлама пулăшать те ĕнтĕ.

«Университетский-2» микрорайона 15 пин çын пурăнмалăх шута илнĕ, унта халăха кирлĕ пур тĕрлĕ лавккасем тата хуçалăх предприятийĕсем пулĕç. Хулара çитĕнекен ăру валли 1600 вырăнлăх шкул тата 2 ача сачĕ ÿссе ларĕç. Проектра пăр Керменĕ, футбол вылямалли стадион, пулă янă кÿлĕсемлĕ парк пулассине те палăртнă. Тренажерлă тата спорт залĕсемлĕ, шывра ишмелли бассейнсемлĕ физкультурăпа спорт комплексне хăпартса лартма «ТУС» акционерсен хупă обществин грант выляса илес шухăш та пур. Пурăнмалли çуртсем патĕнчен Хыркасси еннелле 10 километр таран велосипедпа чупма çул хывĕç. Палăртнă пурăнмалли 350 пин тăваткал метртан 130 пинне туса пĕтерсе хута янă.

Стройка ĕçĕ тепĕр 7 çула тăсăлнине кура кунта ĕçлекенсем валли хальхи вăхăтри пур условисем те пулĕç: апатланмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем. Компани çак ĕçсене пурнăçлама 20 миллион тенкĕ укçа тăкакланă, çакăн пек тăрăшнине çынсем пысăка хурса хаклаççĕ. Çĕнĕ стройкăсенче пысăк хăвăртлăхпа вăй хурса пĕр уйăхра икĕ-виçĕ этаж хăпартаççĕ. М.Игнатьев каменщиксемпе тата монтажниксемпе кăмăлтан калаçнă. Вĕсем Мускава тата ытти мегаполиссене ĕçлеме кайма шухăшламаннине пĕлтернĕ. Кунтах лайăх ĕçлесе илме пултараççĕ тата арăмĕсемпе ачисем те юнашар. Предприяти уйрăм çынсем патшалăхпа хутшăнса ĕçлекен мелпе усă курса ача сачĕсем, шкулсем тата ытти социаллă объектсем хăпартса лартма тĕллев тытнине республикăна ертсе пыракан ырланă. Хула тăкаксене хăйĕн бюджетĕнчен саплаштарать. «Кун пек ĕçлени пуриншĕн те усăллă», - тесе палăртнă М.Игнатьев. Çак тĕслĕхе «Çĕнĕ Хулара» тата «Садовăйĕнче» те усă курмалла тенĕ. Социаллă инфраструктура пур хваттерсем лайăх та сутăнаççĕ.

Заводăн чыс-хисепĕ

«ТУС» акционерсен хупă обществи объектсене хăйсем туса кăларакан кирпĕчпе хăпартать. Кун пек ĕçленипе пирĕн тăрăхра никамах та мухтанма пултараймасть. Европа шайĕнче палăрнă строительствăра усă куракан керамика туса кăларакан «Кетра» завода Красноармейски ялĕнчен аякрах мар вырнаçтарнă. «Кетра» - кирпĕчсем улшăнса пынин тĕслĕхĕ, вĕсем халĕ çăмăлрах та ăшăрах. Тăм карьерĕ заводран чи аякри те пĕр 10 километрта вырнаçнă.

Çывăхраххисем вара - 100 метрта. Заводра чĕр-тавара суйлассине питех те тимлĕ пăхаççĕ. Тулаш енчен купаламалли тата пысăк калăпăшлă кирпĕче лайăх тасатса хатĕрленĕ тĕрлĕ тăмран тăваççĕ. Ку кирпĕчсен пысăк пахалăхĕ энергие перекетлесси тата çутçанталăк пуянлăхĕпе усă курасси», - тесе пĕлтернĕ М.Игнатьева Н.Угаслов. Ку чĕр-тавар патне те аякка каймалла мар. Çак кирпĕчсенчен купаланă стенасем çур метр хулăнăшĕпе ахаль кирпĕчпе танлаштарсан икĕ метрпа шайлашаççĕ. Унпа купаланă хыççăн стенана çапма ăшă тытакан ытти материалсемпе усă курмалла мар. Кирпĕчне те аякран турттармалла мар, çумрах.

«Кетра» продукцине чăваш строителĕсем кăна мар, çĕршыври ытти регионсенчисем те килĕштернĕ. Пермьра пурăнакансем стена панелĕсене «Кетра» заводра туса кăларакан керамика блокĕсенчен тума тытăннă. «Чăвашра та çĕнĕлĕхпе усă курмалла, хамăр инженерсем пăхчăр-ха», - тесе палăртнă М.Игнатьев. Заводра пĕтĕм ĕçе механизациленĕ тата роботозациленĕ. Оборудование те европăра ертсе пыракан производительсем туса кăларнă. Ĕç йĕркине диспетчерскинчен компьютер программипе усă курса пурнăçлаççĕ. Кирпĕчĕн чăтăмлăхне тата маркине тĕрĕслекен лаборатори пресне Германинче туса кăларнă. Пысăк калăпăшлă блоксене тĕрĕслекен çакăн йышши пресс Чăваш Енре кăна мар, ытти округсенче те çук. Завод лабораторийĕнче хатĕр производство партийĕн паспортне те параççĕ. Çакăн йышши кирпĕчрен 10 хутлă çурта та каркассăрах хăпартса лартма пулать. Тĕсĕ те тĕрлĕрен - çутă тĕсрен пуçласа тĕттĕм сăрă таран. Вăл мĕнле тĕслĕ чĕр-таварпа тунинчен тата ăна еплерех хĕртнинчен килет.

«Советская Чувашия» хаçат корреспонденчĕпе калаçнă вăхăтра М.Игнатьев çапла палăртнă: «Ĕç вырăнĕсем тунă. Заводра 130 çын ĕçлеме пултарать, вăтам ĕç укçи 25 пин тенкĕ. Яллă вырăнсенче çакă питех те лайăх. Красноармейскинчи завод - çакă производство ĕçне централизациленин тĕслĕхĕ, хуласенчен районсенчи ялсене пысăк производствăна илсе тухни нумай ĕç вырăнĕсем туса пама пулăшать.

Хуласенче заводсем нумай пулни - ку вăл тата тепĕр проблема. Çав вăхăтра заводсене Шупашкар хулинчен аякра та вырнаçтармалла мар. Чи майли унăн радиусĕ 100 километрта пулмалла. Ялсенче хальхи вăхăтри производствăсем уçасси малалла пырать».

Мĕн ырри - йăлт ачасене

Шупашкар хулинчи Чернышевский урамĕнче 220 вырăнлăх çĕнĕ ача сачĕ тума тытăннă, ăна ЧР «2012-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартаççĕ. М.Игнатьев пархатарлă ĕç çирĕп алăра пулнине асăрханă. «Алза» общество подрядчик пулнă май ача сачĕн çуртне хăпартма «Кетра» заводра кăларнă кирпĕчпе усă курать. Ăна С.Лаврентьев ертсе пырать. Вăл ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакана кунти ĕçе графикпе килĕшÿллĕн пурнăçланине, инвентарьсемпе оборудование те туянсах пынине пĕлтернĕ. Пур сĕтел-пукана та экологи тĕлĕшĕнчен таса материалсенчен хатĕрленĕ. Сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне территорире тирпей-илем кĕртсе пĕтерме палăртнă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн градостроительство тата архитектура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ А.Павлов хулан генпланĕпе килĕшÿллĕн кунта шкул, пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма палăртнине пĕлтернĕ. М.Игнатьев кунти А. Сорокеев, Ю.Максимов, С.Андреев каменщиксемпе калаçнă. Вĕсем асăннă объектра хăйсем пысăк яваплăхпа ĕçленине, хальхи технологипе кирпĕче мĕнле хурса пынине кăтартнă. М.Игнатьев «Советская Чувашия» корреспондентне кăçал тата 5 ача сачĕ хута каймаллине каланă. Республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине шута илсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем те хăпартассипе активлă ĕçлемеллине палăртнă. 2016 çултан çĕнĕ строительство ĕçĕсем пуçланĕç.

Çурт-йĕре - халăх ырлăхĕшĕн

«Финская долина» микрорайонта пурăнакансене ача-пăча сачĕ пурри çав тери меллĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вĕсенчен нумайăшĕ «Савва» компанийĕнчен шар курнă. Укçа хывнă пайçăсем шанса хваттер уççисене кĕтнĕ. Кунти активсене илсе ĕç процесне чарса лартассине пайçăсем пĕрре те кĕтмен. Акă, Чăваш Ен Правительстви çине тăнипе ĕнтĕ асăннă микрорайонта тепĕр хут çурт-йĕр хăпартас ĕç пуçланчĕ. Çынсене инкек-синкекре пăрахмарĕç. Республикăна ертсе пыракансем 2011 çултан пуçласа проблемăллă объектсен шутне чылай чакарма пултарчĕç - вĕсен шутĕнче малтан 11 объект пулнă пулсан халĕ 2 кăна юлчĕ. Çав 2 объекта çулталăк вĕçлениччен ĕçе кĕртĕç, улталаннă çынсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерĕç.

Тахçан шанчăкне çухатнă 117 çын халĕ Шупашкар хулинчи Эльгер урамĕнче 9 хутлă çуртра хваттерсем илнĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсене те «Савва» компаниех улталанă пулнă. Е.Молодцова питĕ телейлĕ: халĕ кашни ачин пĕрер пÿлĕм пур, çав шутра пĕчĕк Денисăн та. Аван планировка, хваттерте кантăкран пăхсан Атăл шывне курса киленетĕн. Улталаннă çынсен çивĕч ыйтăвĕпе ĕçлекенсен ушкăнĕнче пулнă май, вăл çакна асăрханă. М.Игнатьев тата Правительство комиссийĕн членĕсем çынсен интересĕсене мала хурса хÿтĕленĕ, çавăншăн вăл вĕсене тав тăвать. «Çĕнĕ Хула» микрорайонта та çĕнĕ пурнăç сывлăшĕ сисĕнчĕ. Кунта та малтанласа «Савва» Мускав компанийĕн тепĕр подразделенийĕ хăйĕн йĕрне хăварнă. Халĕ асăннă объекта тÿрĕ кăмăллă çурт хăпартакан организацисем - «Монолитстрой» тулли мар яваплă общество, «Инкост» тата «Иско-Ч» акционерсен уçă обществисем килнĕ. 2011 çулта вĕсем пурăнмалли 19 çурт-йĕре ĕçе кĕртме пултарнă, паян вара тата 10 хутлă çурт хăпартаççĕ.

«Раççей çемйине — пурăнмалли çурт-йĕр» программăна «Çĕнĕ хула» микрорайон та кĕчĕ. Раççейĕн строительство министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен «Иско-Ч» акционерсен уçă обществи кунта 10 пин тăваткал метр экономкласлă пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма палăртнă. Пĕр тăваткал метрĕ 35 пин тенкĕрен иртмелле мар. Çапла, «Çĕнĕ Хула» микрорайон çамрăксемпе аслăрах çулхисем валли те меллĕ. Çав вăхăтрах кунта ача-пăча сачĕсем тата шкулсем çукки вĕсене пăшăрхантарать. Кунти çурт-йĕр хăпартас ĕçе тепĕр хут чĕртсе яма пултарнă компани инженери коммуникацисене хурса хăвармашкăн хăйĕн укçи-тенкине 1 млрд тенкĕ чухлĕ хывнă, çитес вăхăтрах маларах асăннă çивĕч ыйтăва татса пама шантарнă. Паянхи кун микрорайонта пурĕ шкул çулне çитменнисен шутĕнче 200 яхăн ача çитĕнет тата 7 çултан пуçласа 17 çул тултарнă ачасем -100 ытла. Çак проекта вĕçлесен кунта 43 пин ытла çын пурăнма тытăнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьевăн малта тăракан ыйтусенчен пĕри тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси пулса тăрать. «Садовый» микрорайонĕнчи Дементьев урамĕнче вырнаçнă çуртра 15 тăлăх ачана М.Игнатьев хваттер уççисем панă, республикипе илсен çулталăк вĕçĕнче вĕсен шучĕ 117 çын пулĕ. М.Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш Енре тимлĕхсĕр хăварнă ачасем пулмалла мар, кашни тăлăха юлнă ачашăн савăнăçлă самант - харпăр хăй хваттерлĕ пулни. Т.Григорьева, вĕсен ятĕнчен Михаил Васильевича, çурт-йĕр хăпартакансене çакнашкал парнешĕн тав турĕ, савăнăç куççÿлĕ те тухрĕ унăн. Вĕсен хваттерĕ яланах ырă çынсемпе тултăр. Çĕнĕ кил-çурт хуçисене телей пултăр!

 

2015 çулта граждансене кивĕ тата авариллĕ çуртсенчен пурăнма куçарас тĕлĕшпе Чăваш Енри пĕрлештернĕ бюджетран тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн витĕм кÿрекен Фондĕнчен миллиард ытла укçа уйăрма палăртнă. Юхăннă хваттерсенче пурăнакан 12 пин çын çĕннисене пурăнма куçнă.

 

«Раççей çемйине - пурăнмалли çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре 210 пин тăваткал метр çурт-йĕр хăпартĕç, çапла 5 пин çемье çĕнĕ хваттерсем туянма пултарĕ.

Источник: "Советская Чувашия"

Первоисточник: Л.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика