АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслисем ăс-тăнпа та малта, вăй-халпа та çирĕп

08 августа 2015 г.

Спортпа туслисем ăс-тăнпа та малта, вăй-халпа та çирĕп

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинчи районсенче пĕрлĕхлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртнĕ вăхăтра Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче Виктор Гаврилов салтак-интернационалиста халалласа çамрăксем хушшинче спортăн тĕрлĕ енĕпе («Пĕчĕк ракетка», кире пуканĕ йăтас, мини-футбол выляс енĕпе) ăмăрту йĕркеленĕ.

Пысăк Енккассисем çак куна тĕплĕн те кирлĕ шайра ирттерсе янă. Пĕтĕмĕшле илсен, ăмăрту икĕ вырăнта пынă. Чи хĕрÿ самант ял тăрăхĕн стадионĕнче пулса иртнĕ. Кунта ял урамĕсен командисем мини-футбол выляма пуçтарăннă, кăçал «Сăран мечĕкĕн» IX турнирне ирттернĕ. Стадион вĕлле хурчĕ пек сĕрленĕ, ара, кунта мечĕк тапма кăмăллакансем те, куракансем те йышлăн пуçтарăннă. Футболистсене ăнăçу сунса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, спорт ветеранĕ Ю.Иванов, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов, Викторăн пиччĕшĕ, вăлах ăмăртăвăн тĕп судйи, Мурманск облаçĕнчи чăвашсен «Чăваш Ен» автономи председателĕ В.Гаврилов саламланă. Çивĕч турнирта К. Маркс урамĕнче пурăнакансем питĕ маттур пулнă, вĕсем пурне те çĕнтерсе малти вырăна тухма пултарнă. Çивĕч те шавлă вăйăра пĕртăван Никитăпа Вадим Никифоровсене (К.Маркс урамĕ), Николаев урамĕнчи Н.Ивановпа Н.Васильева, Çамрăксен урамĕнчи В.Архипова, Академи урамĕнчи В.Григорьева çитекенни пулман. Ăмăртăва хаклакансем хăш-пĕр çамрăксен ăсталăхне уйрăм палăртса хăварнă: «Чи лайăх тапăнса вылякан» В.Григорьев (Академи урамĕ), «Чи сыхă хÿтĕлевçĕ» К.Маркс урамĕн командинчи В.Гаврилов.

Турнир вĕçĕнче ăмăртăва хутшăнса мала тухнă командăна палăртнă, К.Маркс урамĕнчи командăна куçса çÿрекен кубокпа, медальсемпе дипломсем парса чысланă. Ытти урам командисем те хаклă парнесĕр юлман. Пĕтĕмлетсе вара çакна каламалла - спортпа çыхăннă мероприятисене ытларах тата тăтăшрах ирттерме тăрăшмалла. Вĕсем сывлăха çирĕплетес ĕçре пысăк витĕм кÿреççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ГАВРИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика