АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Павлов пирĕн районта

08 августа 2015 г.

ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Павлов пирĕн районта

Ялта ĕçлесе ÿснĕ яш-кĕрĕм паян ытларах чухне хăйĕн пурнăçне хулапа çыхăнтарма тăрăшать. Ялсене тухса çÿренĕ май, чылай чухне хуçалăх саланнă, ĕç çук, çын сахал тата ытти сăмахсене те илтме пулать. Чылайăшĕ çĕр ĕçĕпе е урăх майпа ĕç пуçарма шикленет, мĕншĕн тесен хут ĕçĕ, лизинг, кредит, çĕнĕ кризис... ял çыннине асăрхануллă пулма хистеççĕ. Çакă тĕрĕсех-ши, текен ыйту час-часах пуçра çуралать, мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕпе вăй хума кăмăл тăвакансене тата выльăх-чĕрлĕх тытма тĕллев лартнисене патшалăх хăй енчен туллин пулăшма тăрăшать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те кулленех кăсăкланса тăраççĕ. Çĕр ĕçченĕсене мĕн пăшăрхантарнине шута илсе пулăшма тăрăшаççĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче пирĕн района Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ С.Павлов ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, унăн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов районта вырма ĕçĕсем еплерех пынипе интересленсе чи малтанах «Владина-Агро» тулли мар яваплă обществăна çул тытрĕç. Н.Мартынов предприятинчи ĕç тăвакан директор вĕсене Энтрияль ял тăрăхĕнчи арендăна илнĕ çĕре çĕртме тунă çĕре илсе кайса паллаштарчĕ. Кунта пĕр харăсах 6 трактор пĕрин хыççăн тепри умлăн-хыçлăн çĕртме тăваççĕ. Агротехникăлла требованисене пăхăнса кĕске вăхăтрах сухаласа пĕтерсе кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварасшăн васкаççĕ вĕсем. 450 гектар çĕре сухаласа хатĕрлесе çитернĕ, тепĕр 300 гектар сухаланмасăр выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме хатĕрленеççĕ. Ку хуçалăхра хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ культурăсене 785 гектар çинче вырса тĕшĕлемелле, çав шутра 550 гектарĕ кĕрхисем. Яваплă çынсем пынă вăхăтра кунта кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсен юлашки гектарĕсене выратчĕç. Ана çине çитсен комбайнсем тырра тĕшĕленĕ хыççăн тÿшек пек улăмĕ выртса юлать. Ялхуçалăх министрне вара çав улăм айĕнче мĕн чухлĕ тырă тăкăнса юлни те канăç памасть иккен, улăмне сирсе пучахри тыррине тĕшĕлесе пăхрĕ. Пахалăхне тĕрĕслерĕ ĕнтĕ. Комбайнерсен ĕçĕпе кăмăллине те палăртма манса каймарĕ. Ĕçлĕ визитпа килнисем чылайччен калаçрĕç ана çинче. Сергей Владимирович республикăри малта пыракан хуçалăхсен ĕçри опычĕсемпе паллаштарчĕ, кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.

Унтан «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çул тытрĕç. Хуçалăха ертсе пыракан Г.Ямуков тÿрех çĕр улми ани çине илсе кайрĕ. Çула май çурхи тулă тинĕс пек хумханса ларса хăй патне илĕртрĕ пулмалла, чарăнса тăчĕç... Чăннипех те куçа илĕртет ĕнтĕ, участокра пĕр çум курăкĕ те çук, тап-таса. Тулли пучахĕсем çĕрелле усăннă. Кĕçех кунта та комбайнсем çитĕç. Малалла çынсем йышлăн кĕшĕлтетекен çĕр улми анине çитрĕмĕр. Таврари ялсенчен нумаййăн килнĕ çĕр улми пуçтарма. 208 гектарлă лаптăкран 1,5 гектарне кăларса та пăрахнă, халлĕхе 30 тонна «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртнĕ. С.Павлов сывлăх суннă хыççăн, тÿрех пĕр гектартан мĕн чухлĕ çĕр улми тухассипе интересленчĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектартан 200 центнер тухасса пĕлтерчĕ хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич. Пысăк çитĕнÿ тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть. Хуçалăхра çĕр улмине типĕ çанталăкра тăтăшах шăварса тăраççĕ. Ялхуçалăх министрĕ килнине пĕлсен çĕрулми пуçтаракансем тÿрех пĕр çĕре пуçтарăнчĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Халăхăн пур социаллă ыйтăвĕсене шута хурса кирлĕ çĕре пĕлтерме шантарчĕ министр. Çавăн пекех çĕршыври, республикăри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Çав хушăрах кунта ĕçлеме килнисен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ. Хресчен (фермер) пуçлăхĕ ĕç кунне еплерех йĕркелени тата укçине тÿлени пирки те кăсăкланчĕ. Калаçуран Г.Ямуков пуçлăхпа кунти халăх кăмăллă пулни палăрчĕ. Геннадий Николаевич тăрăшнипех ку таврари çынсем ĕçлесе укçаллă пулаççĕ. Çак ĕçре шкул ачисем те айккинче юлмаççĕ, хаваспах ĕçе тухаççĕ. Çапла пулмасăр, харпăр хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе туяннă япала ачасемшĕн чи хакли. Халăхпа куçа-куçăн ăшшăн калаçнăшăн, мĕн ыйтнине тĕплĕн каласа ăнлантарнăшăн кăмăллă юлчĕç ĕççыннисем. Хуçалăхри уй-хирте çитĕнекен ытти культурăсене пăхса çаврăннă хыççăн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществине çул тытрĕç. Ку хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем 1842 гектар йышăнаççĕ, çав шутра кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем 771 гектар. Хальхи вăхăтра 100 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çакă планпа палăртнинчен шутласан 14 процент. «Акрос-530» маркăллă икĕ комбайн пĕр чарăнусăр бункер хыççăн бункер тултарма васкаççĕ. Вырма ĕçĕпе пĕрлех çитес çул валли кĕрхи культурăсем акса хăварма 350 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать. Комбайнĕсем выраççĕ, вĕсем хыççăнах тракторĕсем сухалаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пур хуçалăхсенче те агротехника требованийĕсене пурнăçласа кĕске вăхăтрах «Вырма-2015» хĕрÿ тапхăра вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ. Çавăнпа та пулĕ ялхуçалăх министрĕ тыр-пул пухса кĕртес тапхăр пирĕн районта аван пыни пирки чарăнса тăчĕ. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçусем сунчĕ, хĕвеллĕ те уяр çанталăк тăтăрччĕ терĕ.

Районти ытти хуçалăхсенче те вырма ĕçĕсем ăнăçлă пуçланнă, ăна кĕске хушăра вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ, пĕтĕмĕшле каласан çанă тавăрса ĕçлеççĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнчи оперативлă даннăйсем тăрăх августăн 7-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2907 гектар çинчен вырса тĕшĕленĕ, планпа палăртнинчен 17,4 процент пулать. Уй-хирте пурĕ 22 комбайн ĕçлет. Пĕтĕмĕшле илсен çак кун тĕлне 4816 тонна тырă çапса илнĕ, малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар пуçне 16,6 центнер тухать. Çĕрулмине 5 гектар çинчен 101 тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтамран пĕр гектар çĕр пуçне 202 центнер тухать. Районта вырма ĕçĕ малалла пырать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика