05 августа 2015 г.
Ачасемшĕн чи кĕтнĕ вăхăт - çуллахи каникул. Мĕн тери ырă çанталăк, хĕвел ăшши пĕтĕм кĕлеткене çупăрлать, ял çумĕнчи кÿлĕ хăй патне йыхăрать. Чăн- чăн ырлăх мар-и: ниçта та васкас çук, пушă вăхăт çителĕкĕ, урок тăвасси пирки те шутламалла мар. Çулла - ачасемшĕн савăнăç пулсан ашшĕ-амăшĕшĕн хĕрÿ ĕç тапхăрĕ. Шăп та лăп çуллахи каникул пуçлансассăн ачасене çул çинче те, спорт площадкисенче те, вăрманта та, урам варринче те, садра та, шыв хĕрринче те - пур çĕрте те тĕрлĕ хăрушлăх кĕтсе тăрать тейĕн. Пур ачана та кăмăла каякан вырăн кÿлĕпе пĕве, çавăнпа та вĕсем унта кунне миçе хут çитсе килмеççĕ-ши/ Иртен пуçласа каçчен ача сасси каймасть вара, ăшă шывра чÿхенеççĕ, кăмăл туличчен ишеççĕ. Çак тапхăрта ачасемпе инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесе ашшĕ-амăшĕсен уйрăмах тимлĕ пулмалла, «ялта вĕт нимех те пулас çук» текен шухăшпа лăпланса лармалла мар. Ваттисем «ачана шанакан хăрах куçсăр тăрса юлнă» тенĕ пек шаннă йăвара кайăк пулмасан та пултарать, вара инкекне кĕтсех тăр: ачасем шыва путса е машинăпа çапăнса, е пушарта çунса вилнĕ, е хăйсем çине хăйсем алă хунă текен тĕслĕхсем илтĕнсех тăраççĕ, чуна ыраттараççĕ, шухăша яраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çакăн евĕр пулăмсем урăх ан пулччăр тесе анлă канашлу ирттернĕ. Канашлăва пуçтарăннисем Арапуç ялĕнче пулса иртнĕ синкерлĕ пулăм пирки калаçнă, каникулăн юлашки уйăхĕнче чирлемен, сывă ачасен пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварас тесен пурин те шутламалла, хăйсен яваплăхне туймалла тесе палăртнă.
Чăваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петров пушарти, шыв çинчи, çул çинчи хăрушсăрлăх пирки чарăнса тăнă. Çавăн пекех пушар ытларах Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар тăрăхĕсенче тухнине палăртнă. Çынсен нимсĕр тăрса юлас мар тесен харпăрлăха, кил-çурта страхламаллине те асилтерсе хăварнă.
Чăваш Республикинчи Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйĕ В.Рафинов хăйĕн калаçăвĕнче 83 ача чире пула мар, тĕрлĕ сăлтавсене пула вилнине палăртнă. Тĕп сăлтавсем - ачасем шыва путса вилни, уçă кантăкран тухса ÿкни, мопед, скутер çине ларса аварие лекни.
Канашлăва пухăннисем ларăвăн ĕçне пĕтĕмлетсе çапла йышăннă: кашни учрежденин, кашни çитĕннĕ çыннăн, ашшĕ- амăшĕсен ачасен пурнăçĕшĕн яваплăхне ÿстермелле.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ИГНАТЬЕВА.