АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье - патшалăх никĕсĕ

05 августа 2015 г.

Çирĕп çемье - патшалăх никĕсĕ

Раççейре чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ пулĕ тесе шутлатăп. Владимир облаçĕнчи Муром хулинче пурăнакансем иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчи июлĕн 8-мĕшĕнче çемьене упракан çветтуйсене, Петр кнеçпе унăн мăшăрне Февронийăна асăнса праçник ирттерме тытăннă. 2008-мĕш çулта ăна Раççейри тĕрлĕ тĕн халăхĕ хапăлласах йышăннă. Уявăн хăйĕн символĕ те пур - салтак тÿми чечекĕ тата «Юратупа шанчăклăх» медалĕ.

Пĕр енне салтак тÿми, тепĕр енне Петрпа Феврония çветтуйсен сăнне ÿкернĕ медале тивĕç çемьесем пирĕн районта та пур. Кам тивĕçлĕ-ха ăна/ Паллах, 25 тата ытларах çул пĕрле, юратса пурăнакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани панă мăшăрсем. Паллаштарам-ха сире çывăхрах Энтрияль ялĕнче пурăнакан Елена Александровнăпа Валерьян Александрович Степановсен ĕçчен те тирпейлĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан, ял хушшинче ырă ятлă çемйипе. 30 çул пĕрле тата тату пурăнакан Степановсен виçĕ ача пуррине пăхмасăр ачасем усрава илнĕ.

- Валерьян Александрович, Елена Александровна, эсир 30 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатăр. 30 çул каялла кайса çемье çавăрнă саманта аса илейместĕр-ши?

- Эпир Валерьянпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ, 8-мĕш класранах пĕрле. Шупашкарти ЧПУран вĕренсе тухнă хыççăн направленипе Пермь тăрăхне ĕçлеме каймаллаччĕ. «Шухăшласа пăх, атту Перме ĕçлеме каятăп», - тесе пĕлтерсенех пĕрлешме шутларĕ, - шахвăртарах пĕлтерчĕ Елена Александровна.

- Эсир хăвăр çемье çавăрнă чухне нумай ачаллă ашшĕ-амăш пуласси пирки шутламан та-и, тен? - татах кăсăклантăм эпĕ.

- Эпир килте икĕ ача кăначчĕ, атте «Заря» совхозăн тĕп бухгалтерĕ пулнă. Анне почтальонкăра ĕçленĕ пулин те кăшман, пăрçа, çĕр улми пайĕ илнĕ. Эпир, пиччепе иксĕмĕр, аннене пулăшас тесе уя ĕçлеме тухаттăмăр. Пичче ытти ачасенчен юлмалла мар, хăвăртрах ĕçле тесе калатчĕ. Çемьере иккĕнех пулнăран-ши: «Мĕншĕн манăн аппа, шăллăм çук-ши, вара эпир те хăвăртах ĕçлесе пĕтереттĕмĕр», - тесе шутлаттăм. Турри илтрĕ пулĕ, хам нумай ачаллă амăш пулса тăтăм, - кăмăллăнах сăмах хушать Елена Александровна.

- Пирĕн çемьере 5 ача пулнă, эпĕ вăталăххи, - сăпайлăн пĕлтерет Валерьян Александрович.

Валерьян Александрович Энтриялĕнчи шкулта вĕреннĕ вăхăтра та, салтака кайиччен те тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Малтан «Дружба» колхозра, кайран «XXV партсъезд» ячĕпе хисепленекен совхозра комбайнер помощникĕнче вăй хунă. Çакна та каласа хăварам, мĕн ачаранах вăл техникăпа аппаланма юратать, алли тем тума та ăста.

Елена Александровна хăйсен ялĕнчи шкулта учитель пулса ĕçленĕ, анчах часах ялта кĕçĕн классене вĕрентекен шкул кăна юлнă. Вĕрентекен ĕçне кăмăллаканскер, пуçне усман, хамăр тăрăхри Шăхаль, Аслă Чак шкулĕсене ĕçлеме çÿренĕ. Кăшт вăхăт иртсен вăл Чупайĕнчи тĕп шкулта вĕрентме тытăннă, паянхи кун та унтах ĕçлет.

- Ача усрава илес шухăш хăçан, мĕнле çуралчĕ, - ыйтрăм эпĕ.

- Ялти шкул хупăнсан ача усрава илес шухăш канăç памарĕ, çавăнпа Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи ача çуртне çул тытрăм, - аса илет темиçе çул каяллахине Е.Степанова.

Тăван яла вăл питĕ пăлханса таврăннă, мĕншĕн тесен хăй çине тинкерекен куçсем ниепле те асран кайман, чуна ыраттарнă. Хĕрарăм киле çитсен нихăш ачине те усрава илме тата ачасен çуртне урăх кайма пултарайманнине пĕлтернĕ. Тăван хĕрĕ Катя хăй ачасен çуртĕнчен пĕр хĕрачана илсе таврăннă. Çапла май Александра Степановсен çемйинче пурăнма тытăннă. Хĕрачана усрава илнĕренпе чылай çул иртнĕ, халĕ 9-мĕш класран вĕренсе тухнă Сашăшăн Валерьян Александровичпа Елена Александровна чи çывăх çынсем. Хĕрача çак çемьере хăйне телейлĕ туять, мĕншĕн тесен вĕсем ăна пур ыйтăва татса пама пулăшаççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ, ăна яланах ăнланаççĕ. Туслă та кăмăллă çемье ĕçре те, канура та ялан пĕрле. Ашшĕ-амăшĕн пĕр шухăшпа тĕллев пурнăçра: усрава илнĕ ачасене вĕренÿре те пулăшса пырасси, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратасси, çын хушшинче хăйсене тытма вĕренччĕр тата çынлăх пултăр вĕсенче.

- Сирĕн çемьере Ваня та усрав ача, вăл мĕнле майпа çемьене лекрĕ? - татах ыйтатăп эпĕ.

- Çемьене арçын ачана илесси ăнсăртран пулмарĕ темелле. Мăшăрăм «санăн юлташ пур, мана та юлташ пулсан аванччĕ», - терĕ. - Ваньăна эпир Шупашкартан больницăран тÿрех илсе килнĕ вĕт, Ваня 2 çулта кăначчĕ, чĕлхи те уçăлса çитменччĕ, «анне» тата «мăр мяу» сăмахсене çеç пĕлетчĕ, калаçма вĕренеймест пулĕ тесе пăшăрханаттăмăр. Кашни каç сăвă каласа, юрă юрласа выртаттăм. Пĕр-икĕ уйăхран Ваня сутса яракан пулчĕ, тăнлă çитĕнчĕ, шухăшлавĕ тарăн вара, - сăмахне малалла тăсать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çакна каласа хăварам, çемье пуçĕ ĕçсĕр ларма вĕренмен, çĕр ĕçне пит кăмăллать. Хăйсен 3 ачине те мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕç тума вĕрентсе-хăнăхтарса пынă: вĕсем ашшĕ-амăш ĕçрен таврăниччен пÿртри, картишĕнчи, витери ĕçсене пурнăçласа хума ĕлкĕрнĕ. 90-мĕш çулсем иртсессĕн Степановсем 2-шер ĕне, 3-шер вăкăр тытнă. 12 гектар çĕр çинче çĕр улми лартса ÿстернĕ, халĕ унта тĕштырă акса-туса илеççĕ. Çапла, Валерьян Александровичпа Елена Александровна хăйсен вăхăтне, тимлĕхне ачасене, кил-хуçалăхне параççĕ.

Юлашкинчен çемье телейĕ мĕнре тесе ыйтсан мăшăр çапла хуравларĕ:

30 çул хушши пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр шухăшлă пулса пурăнатпăр. Çемьери ашшĕ-амăш хушшинче ырă хутшăну ачасене те тĕрĕс-тĕкел ÿсме пулăшать. Эпир халĕ хамăр ачасемпе тата 3 мăнукпа йăпанса, савăнса пурăнатпăр. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пулни - телей.

«Шанчăкпа юрату» медале тивĕçнĕ Степановсен сăмахĕпе эпĕ те килĕшетĕп, вĕсем медале илнишĕн те ним тĕлĕнмелли çук, çак наградăна илме Валерьян Александровичпа Елена Александровна, чăнах та, тивĕçлĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика