01 августа 2015 г.

Районти уй-хирсенче кĕрхи тулă пусси саралсах кайнă. Çавна май хуçалăхсем тырă пуссине васкаççĕ. Районта «Вырма-2015» пуçланнă. Тухăç тĕштырăна вăхăтра пухса кĕртнинчен те нумай килет. Енчен те кĕр çумăрлă килчĕ пулсан тĕштырă уй-хирте выртса юлса акса лартни сая каять. Çавăнпа та уяр çанталăкăн кашни кунĕпе туллин усă курса юласшăн тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Комбайнсем вырса тĕшĕленĕ хыççăн сарă тырă тиенĕ автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри «Чăвашхлебопродукт» акционерсен хупă обществин пирĕн районти тырă йышăнакан пункта васкаççĕ. Элеватора çĕнĕ тырă килет. Кунта вĕсене хăтлă пÿлмесем кĕтеççĕ. Тырă нÿрлĕрех пулсан типĕтме ЗСПЖ тата УСА-10 агрегатсем ĕçлеççĕ. Чи малтан кунта «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи В.Ширков КамАЗ автомашинăпа тырă турттарса килчĕ. Унтан - «Иванов Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен те илсе килчĕç. Çапла вара умлăн-хыçлăн ытти автомашинăсем те элеваторалла хутла пуçланă. Хамăр районтан кăна мар, ытти районсенчен тата Ульяновск облаçĕнчен те килеççĕ кунта. Элеватор ĕçченĕсен хĕрÿ ĕççи пуçланчĕ темелле. Производствăпа технологи лабораторийĕнче вăй хуракан О.Павлован (ÿкерчĕк çинче) вара кустăрма çинчи пакша пекех çаврăнма тивет, мĕншĕн тесен кашни килекен автомашина çинчи тыррăн тасалăхне, нÿрлĕхне, клейковинине, натурине... пурне те тĕплĕн тĕрĕслемелле, çав вăхăтрах склада кĕрекен тыррăн пахалăхне те сăнасах тăмалла. Хăш-пĕр чухне ытла та «васкакан» водительсем те тупăнаççĕ, тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕшĕн кăмăлсăр пулса кÿрентерме пăхаççĕ. Апла-и, капла-и - элеваторти пÿлмесене яланах шанчăклă тĕштырă кĕрсе выртать. Çĕнĕ тырă килме тытăниччен кунта тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттернĕ: складсен çивиттийĕсене çĕннисемпе улăштарнă, тасатса дезинфекциленĕ. Паянхи куна кунта 400 тоннăна яхăн тырă килнĕ.
Элеватор хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен, ялхуçалăх предприятийĕсенчен тырă йышăнма яланах хатĕр.
Танлаштарса пăхма:
Хальхи вăхăтра 3 класлă пĕр килограмм тулăшăн 9 тенкĕ те 50 пус тÿлеççĕ, 5 класлишĕн - 8 тенкĕ те 50 пус. Пĕлтĕр çак вăхăтра 3 класлă тулăшăн 7 тенкĕ те 40 пус тÿленĕ пулнă, 5 класлă тулăшăн 6 тенкĕ те 50 пус. 1 класлă ырашшăн кăçал 5 тенкĕ те 80 пус (2014 çулта 5 тенкĕ те 10 пус), 3 класлă ыраша 5 тенкĕпе илеççĕ (пĕлтĕр 4 тенкĕ те 50 пус пулнă). Хаксене пурне те НДСне тĕпе хурса шутланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.