АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк яваплăхпа тăрăшса вăй хураççĕ

01 августа 2015 г.

Пысăк яваплăхпа тăрăшса вăй хураççĕ

Аякри çула каякан пассажирсем, кашни кунах ĕçе е тата ытти сăлтавпа чукун çул хĕррине тухаççĕ. «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Горькинчи управленийĕн дирекцийĕн Вăрмарти станцийĕн ĕçченĕсем электричкăпа çÿрекен çынсен çул çинчи хăрушсăрлăх правилисемпе пур енлĕн тивĕçтерессипе тата пуйăссен çÿревĕн хăрушсăрлăхне çирĕплетессипе вăй хураççĕ. Унăн пуçлăхĕ Любовь Николаевна Доронина 1990 çултанпа кунти пĕтĕм ĕç-пуçа ăнăçлă йĕркелесе пырать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, станцие çĕнĕ сăн кĕртессипе, чукун çул линийĕсем çинче пуйăссем пĕр кăлтăксăр çÿреччĕр тесе чылай тăрăшаççĕ. Акă, вĕсем: Вăрмар тата Энĕшпуç станцийĕсенчи дежурнăйсем - А.Федорова, М.Иванова, Е.Васильева, З.Германова, Л.Миронова килен-каян пассажир тата тавар турттаракан пуйăссем пĕр кăлтăксăр çÿреччĕр тесе вăхăтра пĕлтерсе тăраççĕ, хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Электричество вăйĕпе чукун çул çийĕн чупакан электричкăсен çыхăнăвне ЭЧК-53 начальникĕ С.Аристархов, аслă электромеханик Ю.Петров, Е.Григорьев, А.Евстафьев, Н.Григорьев, Л.Тихонов, В.Голубев - электромонтерсем шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ (ÿкерчĕк çинче). Çавăн пекех ПЧ-19 номерлĕ Канаш дистанцийĕн çул-йĕрĕн бригадирĕ Г.Долгов çак ĕçре 20 çул вăй хурать. Чукун çул мастерĕсем В.Ефремов, Энĕшпуç станципе - А.Никифоров, чукун çул бригадирĕ Г.Кузьмин, В.Соловьев, А.Викторов, С.Линга, Н.Пугачев, М.Артемьев, А.Александров монтерсем чукун çул çинче хăйсене çирĕплетсе панă участокĕсене шалккăм çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и - нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах - пĕтĕм яваплăха туйса пăхса, юсаса тăраççĕ.

Иртнисĕр малашлăх çук, теççĕ. Любовь Николаевна чукун çул çинче вăй хунă ĕç ветеранĕсем - аслă электромеханик Н.Дмитриев, СЦБ механик Н.Егоров хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнине кăмăллăн палăртса хăварчĕ.

Юлашкинчен профессиллĕ уяв çывхарса пынă май эпир вĕсене умри тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика