АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕççи вăй илсе пырать

01 августа 2015 г.

Ĕççи вăй илсе пырать

Вырма ĕçĕ районта кунсерен вăй илсе пырать. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕ еплерех пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата унăн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов тăтăшах интересленсе тăраççĕ, вырăна çитсе унта вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçаççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ.

Иртнĕ кунсенче вĕсем «Игнатьев А.Ю.» хресчен ?фермер% хуçалăхне çитсе курнă. Çамрăк фермер ÿсен-тăрансем акса-лартса илнисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх те тытать. Паянхи куна кунта мăйракаллă шултра выльăх 100 пуçа яхăн, вĕсенчен 36 сăвакан ĕне. Кăçалхи вырмара ку хуçалăхра 300 гектар çĕр çинчен пухса кĕртмелле. Яваплă çынсем пынă вăхăтра кĕрхи тулла вырса тĕшĕлетчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ А.Игнатьев палăртнă тăрăх вырса тĕшĕлекен тырă вăтамран пĕр гектар пуçне шутласан 30 центнер тухмалла. «Уй-хиртине мар, пÿлмерине тырă тесе шутламалла, тесе вĕрентнĕ ĕлĕкхи çын. Çакă вăл мĕнпур агротехникăлла требованисене кĕске вăхăтра пурнăçласа уй-хирти тĕштырăна пухса кĕртмеллине палăртать. Эсир ĕçленине курсан сирĕнте шанчăк пурри палăрать», - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов вырма ĕçĕпе паллашнă май.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика