АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп сывлăх вăл - пулас пурнăçăн никĕсĕ

29 июля 2015 г.

Çирĕп сывлăх вăл - пулас пурнăçăн никĕсĕ

Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, чи нумай тата аван ĕçлесе пыракан ача-пăча поликлиникисем пурте Чăваш Республикинче вырнаçнă.

2015 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче «Раççей поликлиникисенче амбулатори пулăшăвне халăх вăхăтра тата пахалăхлă илесси çинчен» мультимедийлă пресс-конференци иртнĕ. Унта РФ Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова хутшăннă. Çак мероприятире пухăннисем умĕнче халăха амбулатори пулăшăвĕ паракан Раççейри поликлиникисене пĕрремĕш хут уççăн палăртнă. Унта пирĕн çĕршыври 80 регионтан 1283 медучрежденине кĕртнĕ.

Раççейре пĕтĕмĕшле 16,5 пин медорганизаци ĕçлет, çав шутран 6,5 пин - ведомство тата харпăр хăй учрежденийĕсем. Экспертсем хăйне уйрăм юридици статуслă педиатри учрежденисене (325 поликлиника), çитĕннисене йышăнакан 422 поликлиникăна, хутăш клиникăна (536 поликлиника аслисене тата ачасене йышăнать) палăртнă.

«Çитĕннисене йышăнакан поликлиникăн пĕтĕмĕшле Раççейри вăтам тăнăçлăх индексĕн пĕлтерĕшĕ 7,3 балл тата ача-пăча поликлиники - 7,4 баллпа танлашнă», - палăртнă В.Скворцова. Кунтах вăл тĕрлĕ регионсенче асăннă хаклав 3,5 пуçласа 8,2 таранччен улшăнса тăнине каланă. Чи лайăххисене министр çаксене палăртнă. Ку вăл чи çÿллĕ шайри кăтарту, çакă савăнтарать. Танлаштармашкăн Хабаров крайне (8,2), тата Рязань облаçне (8,4) илсе кăтартнă сывлăх сыхлавĕн министрĕ. Çитĕннисене пахалăхлă пулăшу парассипе Ханты-Мансийска палăртнă, тăнăçлăх индексĕ - 8,4 балл, Мускав - 8 балл, Саратов облаçĕ - 8,1 балл.

Çапла, Шупашкар хулинчи ача-пăчан 1-мĕш номерлĕ больници 8,973 балл пухса Раççейри чи лайăх ача-пăча поликлиникисен ретне кĕнине палăртнă РФ Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова.

Пирĕн районта та ача-пăча çирĕп сывлăхлă пулса ÿстĕр тесе ырми-канми ĕçлеççĕ медицина хуралĕнчи ача-пăча поликлиникинче тăрăшакансем. Кунта вăй хураканăн этемĕн органĕсене, чирĕсене витĕр пĕлсе сиплеме пултарнисĕр пуçне çынпа калаçма та, кирлĕ канаш пама та пĕлмелле-çке. Кунти ĕç-пуçа 2008 çултанпа шăпах ĕçĕпе маттур та хастар, чунĕпе ача-пăчан ыратăвне ăша хывса ăнланма пултаракан, хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăста Л.Чупракова педиатр район больницин тĕп врачĕ В.Кириллов пулăшнипе ăнăçлă йĕркелесе пырать. Пултаруллă 6 участок педиатрĕпе 6 медсестра район больницин ача-пăча поликлиникин уйрăмĕнче районти 4579 ача-пăчан сывлăхне вăхăтра тĕрĕслесе-сиплесе тăраççĕ. Паянхи кун РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2012 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче тухнă 1346 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн шкул çулне çитмен ачасене, шкулта вĕренекенсене, абитуриентсене медосмотр кăларассипе тимлеççĕ. Тухтăрсем чирлекенсене талăкăн хуть хăш вăхăтĕнче те пулăшу пама хатĕр. Акă, участок педиатрĕ кашни кун ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен кунта пулăшу ыйтма килекен 25 ачан (ку вăл планпа пăхни) сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Кашни педиатри участокĕ 763 (çав шутран çулталăка çитичченхисем - 41) ачана пăхса тăрать.

Вĕсен, тухтăрсен, тĕп тĕллевĕ - ача çирĕп сывлăхлă та тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕнтĕр тесе тăрăшасси. Çирĕп сывлăх вăл - пулас пурнăçăн никĕсĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика