АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшакансен ĕçĕ те ăнăçлă, тупăшĕ те тухăçлă

29 июля 2015 г.

Тăрăшакансен ĕçĕ те ăнăçлă, тупăшĕ те тухăçлă

Район уй-хирĕсенче хĕрсех вырма ĕçĕ пырать. Уй-хирте комбайнсем мăнаçлăн çÿреççĕ, çапла пулмасăр, çăкăр пуçтараççĕ-çке! Автомашинисем сарă тырă тултарса кирлĕ çĕре леçеççĕ. Ĕç шавĕ пĕр минутлăха та шăпланмасть.

Ку хутĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе унти вырма ĕçĕпе паллашрĕ. Пире хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов кĕтсе илчĕ. Хальхинче вĕсем Чупай ял тăрăхĕнчи пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çĕр çинче кĕрхи тулла «Кейс» комбайнсемпе выратчĕç. Икĕ комбайн пĕрин хыççăн тепри хĕвеллĕ çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курас тĕллевпе ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхи сывлăм ÿкичченех ĕçре. Ку ял тăрăхĕнче В.Иванов фермерăн 1000 гектар ытла çĕр, халĕ вĕсем «Московская-56» кĕрхи тулă выраççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕр гектартан сахалтан та 25 центнер тĕштырă тухасса шанаççĕ. Тыррине «Чăвашхлебопродукт» акционерсен хупă обшествин хамăр районти тырă йышăнакан пунктне (элеватора) ăсатаççĕ. Пахалăхĕ енчен илсен питех те аван, клейковини - 27-29 процент. Калаçуран хуçалăх пуçлăхĕ те хăйсен ĕçĕпе кăмăлли палăрчĕ. А.Григорьев, В.Васильев, В.Ширков КамАЗ водителĕсем умлăн-хыçлăн тулли автомашинăсемпе район центрне васкаççĕ. «Çанталăкĕ лайăх тăрсан ку участока кĕске вăхăт хушшинчех вĕçлетпĕр», - теççĕ А.Васильевпа В.Григорьев комбайнерсем. Апла пулсан вĕсене ăнăçу пултăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика