АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх пытăр ĕмĕре

25 июля 2015 г.

Мăнçырмари Тихвинри Турамăш Турăшĕн тĕп уявĕ июлĕн 9-мĕшĕнче иртрĕ. Çак уява халалласа кăçалхи июлĕн 14-мĕшĕнче, ытларикун, чиркÿ çывăхĕнчи 3 урамра - Октябрьски, М.Горький, К.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсенче пурăнакансем тепĕр хут чиркÿ праçникне уявларĕç.

Çак кун кашни киле инçетрен хăнасем килнине шута илсе асăннă урамсенче пурăнакансем чылай çул хушши ĕнтĕ чиркÿ çывăхĕнчи лапама пуçтарăнса тепĕр хут уяв ирттереççĕ, хăйсен пуçарăвĕпе укçа-тенкĕ пуçтарса чаплă сĕтел хатĕрлеççĕ. Кунта тĕрлĕ ĕçме-çиме ытлăн-çитлĕн пулчĕ. Вăхăт каç енне кайсан юрă-кĕвĕ янăрама пуçларĕ, концерт пуçланчĕ. Купăсçăсем те, юрра-ташша ăста çынсем те пур ку таврара. Пуçтарăннисене уйрăмах Наталия матушка, Наташа Иванова (Шавырина), Татьяна Селихова хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Çамрăк каччăсем, хĕрсем, ватти-вĕтти - пурте ушкăнпа çаврăнса ташăсем ташларĕç. Çав хушăрах чиркÿ настоятелĕ Леонид атте сĕннипе, кунта пурăнакан Н.Иванов паллă шашист тăрăшнипе шашистсен турнирне йĕркелесе ирттерчĕç. Турнира хутшăннисем хăйсен ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартрĕç.

Пуçтарăннисене сĕтелсем хушшине ларма чĕннĕ вăхăтра чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей ятарлă кĕлĕ ирттерчĕ. Уява пухăннисем ăна тимлĕ итлерĕç. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса савăнчĕç. Юлашкинчен уяв фейерверк янипе вĕçленчĕ. Халăх кăмăллă юлчĕ.

.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ИВАНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика