АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕç шавĕпе тулчĕ

25 июля 2015 г.

Уй-хир ĕç шавĕпе тулчĕ

Вăхăт калама çук хăвăрт иртет. Тин çеç акса лартнăччĕ, симĕс калчасене апатлантарнăччĕ, халĕ сап-сарă тырă уйĕ чÿхенсе хăй патне йыхăрать. Ана вĕçне çитсе тăрсан «паян-ыран килмесен ÿкетĕп те вилетĕп» текен тупмалли юмах пуçа пырса кĕрет. Çавăнпа та ялхуçалăх ĕçченĕсем хăш участокра тыр-пул мĕнле пиçсе çитнине сăнаса тăрсах вырмана тухма васкаççĕ.

Акă, иртнĕ юнкун районта виçĕ хуçалăх - «Владина-Агро» тулли мар яваплă общество, «Сергеев В.М.», «Иванов В.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем вырмана тухрĕç.

«Владина-Агро» тулли мар яваплă обществăра кăçалхи вырмара пĕрчĕллĕ культурăсене 655 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Халĕ вĕсем 105 гектар çинчи кĕрхи тулла вырма тухнă. В.Ширкаевпа А.Александров комбайнерсем «Хир карапĕсен» штурвалĕсене çирĕппĕн тытса бункер хыççăн бункер тултараççĕ.

Н.Мартынов предприятинчи ĕç тăвакан директор каланă тăрăх, ку участокри кĕрхи тулă кăçал малтанлăха палăртнипе пĕр гектартан 20 центнер тухмалла.

Ялхуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни пĕрне те канăç памасть. Ку хутĕнче те район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов хуçалăхсене çитсе вырма ĕçĕпе паллашнă, кунти ĕçченсемпе калаçнă. «Халĕ хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Çĕр ĕçĕ çăмăл маррине пурте пĕлеççĕ. Унăн ĕçĕ çанталăк еплерех тăнинчен те нумай килет. Çавăнпа та пирĕн кашни уяр кунпа, сехетпе туллин усă курса пÿлмене типĕ тĕш-тырă кĕртме тăрăшмалла. Чи кирли вара çĕр ĕçне юратни», - тенĕ Дмитрий Геннадьевич комбайнерсене вырмара ăнăçу сунса.

«Сергеев В.М.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Вĕсем ялхуçалăх культурисене 413 гектар çинче туса илеççĕ. Çав шутра: кĕрхи тулă 130 гектар йышăнать, çурхи тулă - 100, урпа -161, çĕр улми -10 , пахча-çимĕç - 5, нумай çул ÿсекен курăк 7 гектар çинче çитĕнеççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлас тесе тăрăшаççĕ. Халĕ те вĕсем ял çумĕнчи тулă пуссине вырма тухнă. В.Сергеев пуçлăха тырă пучахĕсем çумăра пула йĕпенни канăç памасть-ха. «Çапах та çанталăка пăхса ларнипе кăна пулмасть, кашни самантпа усă курса мĕн акнине вăхăтра пухса кĕртме тăрăшмалла», - тет Вячеслав Михайлович вырма ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах тапратсан.

Çак кун «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те вырмана тухнă.

Кăнтăрла иртсен çумăрĕ те вырмаçăсемпе куç хĕссе вылянă пек çусах тăчĕ, ĕç тухăçлăхне чакарчĕ. Мĕн тăвăн, çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Пухса кĕртнĕ тĕштырра пÿлмере упрама юрăхлă кондицие çитерме хамăр районти элеваторта май пур. «Вырмана кĕтсе складсене юсаса тасатнă, типĕтмелли икĕ агрегат ĕçе хатĕр тата ытти те, патшалăх комиссийĕ килсе «Тырă кĕтсе илме хатĕр» тесе çирĕплетсе хăварчĕ. Çакă вăл пирĕн ĕçе пĕтĕмлетсе çул уçса паниех», - тет унăн директорĕ В.Александров.

Çĕнĕ тырă пÿлмене кĕрессе тин çуралакан ачана кĕтнĕн пурте кĕтеççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика