АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара çыравçă пулчĕ

07 марта 2013 г.

Нумаях пулмасть Шăплат ялĕнчи библиотекăна вăтам çулсенчи хĕрарăм пырса кĕчĕ. Ăшă кулăллă хăй. «Сывлăх сунатăп, тăвансем. Çуралнă ялăмри ачасем кĕнеке вуласа ÿсчĕр тесе вăрăм çула кĕскетрĕм, сивĕ çанталăк пулнине те пăхмарăм. Пĕлтĕр пичетлеме май килнĕ кĕнекесене илсе килтĕм», - таса чăвашла калаçать хайхискер. Сасси те сăпайлă.

Ара, Ыхраçырма ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ, халĕ Тăвай районĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕн пай редакторĕнче тăрăшакан Альбина Александровна Никитина пулах кайрĕ. Анатолий Александрович Тимофеев-Ыхра сăвăçăн юратнă йăмăкĕ. Шел, пурăннă пулсан кăçал май уйăхĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр, унăн пиччĕшĕ, 65 çул тултаратчĕ. Унăн йăмăкĕ те кĕçех пурăнма пуçлани çур ĕмĕр çитнине паллă тăвать.

Чылайччен калаçса лартăмăр кÿршĕ районти журналистпа. Хăй çырнă кĕнекисене парнелерĕ вăл пирĕн библиотекăна. Кĕçех Шăплатри пуçламăш классенче вĕренекенсем килсе çитрĕç. Мухтав Турра, ачисем сахалтарах пулин те, хупман-ха ялти шкула. Пĕчĕкскерсене Урнара е ытти вĕренÿ учрежденийĕсене çÿреме инçе теççĕ пулас.

Альбина Александровна çамрăк вулакансене сывлăх сунчĕ, хăйĕнпе кĕскен паллаштарчĕ, арçын ачасемпе хĕр ачасем мĕнле паллăсемпе вĕренни пирки те ыйтса пĕлчĕ.

- Пирĕн Светлана Михайловна Александрова учительница питĕ ырă кăмăллă, лайăх вĕрентет, - тесе хуравларĕç пĕчĕкскерсем.

- Кĕнеке вулама юрататăр-и?

- Аха, кашни кунах библиотекăна килетпĕр. Пире кунта интереслĕ кĕнекесемпе паллаштараççĕ. Киле те илсе каятпăр.

- Паян эпĕ сире валли икĕ тĕрлĕ кĕнеке илсе килтĕм. Кĕçĕн тата аслă ÿсĕмсенчи вулакансем валли, вăхăт пулсан, паллашма пултаратăр вĕсемпе, - çапла çыхăнчĕ кÿршĕ районти журналистпа кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинчи калаçу.

А.Никитина «Хура çăл патĕнче» ятлă кĕнекинчи ача-пăчана интереслентерекен пулăмсемпе сăввисене, юмахĕсене сасă юххин хăйне майлă çеммипе вуласа пачĕ. Хускалмасăр итлерĕç ачасем. Çамрăк вулакансем пĕр вырăнта нумай ларма пултарайманнине те пĕлет хаçатçă. Калаçу-выляв пек йĕркелерĕ хăйĕн ăнлантарăвне. Ачасем итленине, хушăран ыйту парса, тĕрĕслерĕ те. Çавнашкал кăсăклă тĕл пулу вĕçленсен çамрăк вулакансем саланма васкамарĕç.

Анатолий Ыхра сăвăçăн ача-пăча валли çырнă кĕнекисене тепĕр хут пичетлесе кăларма çук-ши; Кĕнеке çыракан пулас тесен мĕнле предмета лайăх вĕренмелле? Произведенисен сăнарĕсене ăçтан илетĕр? Сăвăсемпе калавсем çырма çăмăл-и? Тата нумай-нумай ыйтусем пачĕç çутă ĕмĕтлĕ ачасем. Хăй çырнă кĕнекисене тăван ялĕнчи библиотекăна çитернĕшĕн тав турĕç журналиста пухăннисем. Вăрмар тата Тăвай районĕсенче пурăнакансем хушшинчи çыхăну çывăхлансах пытăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика