22 июля 2015 г.
.jpg)
1958 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче тунă сăнÿкерчĕкре Вăрмар районĕнчи ял Канашĕсен председателĕсем сăнланнă. Ушкăн çав вăхăтра Шупашкарти Политпросвещени çуртĕнче тăватă уйăхлăх курсра вĕреннĕ. Вăхăт чуппи сисĕнмест, çул хыççăн çул иртет. Партипе совет органĕсенче ĕçлекенсенчен чылайăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ. Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Григорьевич Боброва (иккĕмĕш ретре сулахайран виççĕмĕшĕ) 1957 çулхи март уйăхĕнче Пысăк Енккасси ял Канашĕн председательне иккĕмĕш хут суйланă. Малтан çак лава вăл 1949 - 1950 çулсенче тăрăшса туртнă. Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнăскере, каярахпа «Динамо» колхозăн 1-мĕш уй-хир бригадине, склад заведующин ĕçне шанса параççĕ. Пур ĕçре те тăрăшулăхпа хастарлăх кăтартнă. Ял хĕрĕпе Елена Смирновăпа çемье çавăрса 8 ача пăхса ÿстернĕ. Ĕçчен йышра ÿснĕскерсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, анчах та Сергейпе Василисĕр пуçне, вĕсем шел пулин те, пурнăçран ытла та ир уйрăлнă.
Председательсене иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче икĕ çуллăха суйланă. Унта лариччен малтанах çыннăн пĕлĕвне, халăх хушшинче ĕçлеме пултарнине, депутата суйланнине шута илнĕ. Сăмахран, П.Галкина (иккĕмĕш ретре сылтăмран пĕрремĕшĕ) районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ май та пĕлетпĕр. Эпир, пысăкенккассисем, маттур, хăюллă йĕрке хуралçинче ĕçленĕ Павел Семеновича, кунти тăрăхри ялсенчи участок инспекторĕнче тăрăшнăскере, ыррипе кăна асăнатпăр. Унăн ашшĕ Семен Иванович Галкин Аслă Чак ялĕн «Знамя» хуçалăхне чылай çул ăнăçлă ертсе пырса ырă ят илнĕ. Хĕрĕ Людмила Галкина-Агапова районти çăмăл атлетсенчен пĕри пулнине пĕлетпĕр. Хамăр районти Энтрияль, Вăрмар вăтам шкулĕсенче физкультурăпа спорт вăрттăнлăхĕсене уçса панă, район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕнче вăй хунă, халĕ те тăрăшать вăл.
Шел пулин те, сăнÿкерчĕкре сăнарланнă ытти 15 ĕçченĕн шăпи çинчен пĕлейместĕп. Халăхшăн тăрăшнă ял Канашĕсен председателĕсенче ĕçленĕ çынсен кун-çулĕ çинчен пĕлес килет. Вĕсене ял-йыш яланах ырăпа аса илессе шанас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ГАВРИЛОВ.