АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсем хĕле хатĕрленеççĕ

22 июля 2015 г.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсем хĕле хатĕрленеççĕ

Кăçалхи июлĕн 17-мĕшĕнче райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан А.Тихонов 2015-2016 çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра йĕркеллĕ, пĕр сăкăлтăксăр ирттерсе ярасси пирки канашлу ирттернĕ. Канашлăва пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертÿçисем хутшăннă. Вĕсемпе райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан А.Тихонов Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнче социаллă сферăри топливăпа энергетика комплексĕсене, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсене хĕле вăхăтра тата пахалăхлă хатĕрленмеллине палăртнă. Районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕсен ертÿçисем юсав ĕçĕсем мĕнле пыни пирки тухса калаçнă. Канашлăва пуçтарăннисем хальхи вăхăтри чи çивĕч ыйтусене те - çутăпа, ăшăпа, шывпа тивĕçтересси тата уйрăм кил-çуртран таса мар шыва юхтарса кăларассине те - хускатнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика