АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харсăр çынсемпе ял аталанать

22 июля 2015 г.

Харсăр çынсемпе ял аталанать

«Çĕрпе ĕçлекен яланах тутă пулнă», - тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсем тÿрремĕнех Анаткас ялĕнчи Максимовсен çемйине пырса тивеççĕ, тесе калас килет. Кун пек çемьесем вара ку ялта речĕпех, мĕншĕн çапла калатăп-ха/ Мĕншĕн тесен Анаткас ялĕнче пурăнакансем нумай çул ĕнтĕ пахча ĕçĕнче вăй хураççĕ. Хăйсене тăранмалăх та, сутмалăх та тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ. Паян сăмахăм Максимовсен ĕçчен çемйи пирки пырĕ.

Кил хуçи - Алексей Николаевич, мăшăрĕ Алина Валерьевна, вĕсен ывăлпа хĕр çитĕнет. Ачисене тĕрĕс воспитани парса, ĕçе хăнăхтарса çитĕнтереççĕ Максимовсем. Вĕсен урамра йытă хăваласа çÿреме вăхăт çук, килте ашшĕ-амăшне пулăшмалла. Эпир вĕсен килне пынă кун та амăшĕпе пĕрле пахчара çитĕнекен укропа касса майласа хуратчĕç. Хĕрĕн, Кристинăн, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче виççĕмĕш класа каймалла, ывăлĕ, Кирилл, 6-мĕш класа çÿреме тытăнать.

«Ачасем утма тытăнсанах хамăрпа пĕрле пахчара. Эпир мĕн ĕçленине курса ÿсеççĕ ĕнтĕ, мĕн тăван, пурнăçĕ çапла килсе тухрĕ. Мăшăрăм килте сахал пулать, Мускава ĕçлеме çÿрет. Эпир ачасемпе килте тĕрмĕшетпĕр», - тет Алина вăтанчăклăн. Кил-çурт çумĕнчи участокра çуррине çĕрулми лартса туса илеççĕ, тепĕр çурринче укроп, петрушка, сухан, хăяр тата ытти те çитĕнтет. Ешĕл укропне пĕчĕкшер çыхă туса Хусана кайса сутаççĕ. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать, тенĕн Алина Валерьевна та пĕчĕккĕн кайса сутсах укçаллă пулать. «Таçта кайса ĕç шыраса çÿриччен килти пахчарах ĕçлесе пурăнас терĕм, ачасем те куç умĕнче», - тет ĕçрен хăраман харсăр хĕрарăм ĕç пирки сăмах пуçарсан. Çу каçа йăрансене виçĕ хутчен чавса ешĕл культурăсем акса лартса илеççĕ. Хальлĕхе вĕсем пур ĕçе те алăпах пурнăçлаççĕ-ха.

Кил хуçалăхĕнче те тирпей-илем хуçаланать, икĕ хутлă çурт хăпартма тытăннă. Мунчи, гаражĕ, мастерскойĕ тата ытти те - пурте куçа илĕртеççĕ. Çакăнта мăшăрĕн ылтăн алли куç умĕнче.

Çапла пурăнать çамрăк çемье Анаткас ялĕнче. Çак çемьен вучахне малалла тăсаканĕсем - ачисем. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе çитĕнтернине манмаççех пулĕ. Çĕр ĕçне хисеплекенсем пур чухне ял аталанĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика