АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр сакки сарлака ...

07 марта 2013 г.

«Чăнахах та - маншăн сарлака та, вăрăм та, пулчĕ пулĕ», - тет Урнар ялĕнче пурăнакан 88 çулхи Нина Владимировна Краснова. Вăл çак ялтах çуралса ÿснĕ, ĕмĕрне çавăнтах ирттерет. Ăçта çуралнă - çавăнта юранă. Урнарти çичĕ класлă шкула пĕтĕм «пиллĕк» паллăпа пĕтерсен Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Вăл пирĕн çĕршывшăн чи хăрушă 1941 çулта Саруй ялĕнче, пуçламăш шкулта хăйĕнчен тăватă çул кĕçĕн ачасене вĕрентме пуçланă. Каярахпа - Урнар ялĕн каччипе - Валерий Иванович Красновпа çемье çавăрнă. Тăватă ача çуратса ÿстерсе вĕсене пурне те тĕрĕс çул çине тăратнă. Виçĕ ачине аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Çав вăхăтрах хăй те, аслă хĕрĕпе, Галинăпа пĕрле, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Хĕрачи, медицина факультетне ăнăçлă пĕтерсе, куç тухтăрĕнче ĕçлеме пуçланă.

Нина Владимировна Урнарти вăтам шкулта вырăспа чăваш чĕлхисен учителĕ пулса ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл мăшăрĕпе, Валериан Ивановичпа, хăйĕн ачисене ĕçе юратса, тăрăшса, тĕплĕн ĕçлеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пулĕ Красновсен çемйин ĕç çулĕ 210 çултан та ирттерет.

Шел пулин те 1980 çулта унăн мăшăрĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Валериан Иванович, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Тата каярахпа хĕрĕн, Галинăн, ывăлĕн Анатолийăн ĕмĕрĕсем сарăмсăр татăлчĕç.

Халĕ унăн икĕ хĕрĕ юлнă. Вĕсем тивĕçлĕ канура пулсан та паянхи кун та çаплах ĕçлеççĕ.

Нина Владимировнăн - пилĕк мăнук тата вунă кĕçĕн мăнук.

Вăл килте ĕçсĕр лармасть - тивĕçлĕ канура пулин те, çулĕсем те пур пулин те, малтан кăштах вăйсем пур чухне выльăх-чĕрлĕх тытнă, халĕ ĕнтĕ - вăйсем чакса пынă майăн, алсиш-нуски çыхать, ăшă пÿртре ларать. Хаçат-журнал вулама юратать, тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланать. Ачисене кĕтсе илет, ăсатса ярать. Çав вăхăтрах аппăшĕн ачисем - Николай, хăйĕн мăшăрĕпе Елизаветăпа килсех тăраççĕ. Ачисем пырайман вăхăтра хирĕç пурăнакан Максимовсем пăхса тăраççĕ. Чÿрече каррине Нина Владимировна часах уçаймасан çавăнтах чупса пыраççĕ, ытти ĕçсене тума пулăшаççĕ.

Чăнахах та Нина Владимировна чăваш хĕрарăмĕн чыслă ятне хисеплĕн тытса усрать. Чыс та мухтав ăна! Турă сывлăх патăрах сана малалла та ырă-сывлăхлă пурăнма!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика