АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин архивне - 90 çул

07 марта 2013 г.

Кашни çын хăйĕн ĕмĕрĕнче архив ĕçĕпе çыхăнать. Пĕрисем хăйне кирлĕ документ шыраттарма килеççĕ, теприсем ĕлĕкхи хаçатсен историйĕпе кăсăкланаççĕ тата ытти те. Чăваш Республикин архивĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки вулаканăмăрсене тĕплĕнрех райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Галина Николаевна Нарсова паллаштарчĕ.

- Галина Николаевна, архив ĕçĕ Чăваш Енре мĕнлерех йĕркеленсе пынă-ши?

- ЧР архив ĕçĕсене йĕркеленин тĕп докуменчĕ вăл - 1918 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче СССР Халăх Комиссариачĕн Канашĕ «РСФСР архив ĕçĕсене çĕнĕлле йĕркелесси тата централизацилесси çинчен» кăларнă Декрет. Çак документпа килĕшÿллĕн революцичченхи архивсем тата Совет вăхăтĕнчи патшалăхăн, организацисен, учрежденисен тата предприятисен докуменчĕсен, халăхăн пуянлăхĕ шутланса тăнă, патшалăхăн архив фончĕ пулса тăнă. 1922 çулта Чăваш облаçтăвком Президиумĕ Центрти архивăн облаçри уйрăмĕн заведующийĕ пулма В.Тюмерова çирĕплетнĕ. 1923 çул пуçламăшĕнче вара вăл хăйне шанса панă ĕçе пурнăçлама тытăннă. Çавăнтан пуçласа облаçри пур учрежденисене те архив ĕçĕсене йĕркелесе пырасси тата документсене мĕнле упрамалли çинчен калакан инструкцине вырăна çитернĕ. Республикăра архив ĕçĕсене йĕркелес енĕпе Тĕп Ĕçтăвкомăн Канашĕн Президиумĕ 1935 çулта сентябрĕн 15-мĕшĕнче «Республикăра архив ĕçĕсем мĕнле лару-тăрура пулни çинчен» Йышăну уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çак йышăну тăрăх кашни районта архив заведующийĕн штатне çирĕплетнĕ.

- Районта архив хăçан йĕркеленсе кайнă?

- Районта архив ĕçĕ 1936 çулта йĕркеленсе каять. Унăн заведующийĕ пулса В.Львов ĕçлет.

1954 çулччен архивра нумай çын ĕçлесе пăхать. Районти архив ĕçне чăннипех те лайăх йĕркелесе ярас енĕпе М.Алексеева нумай тăрăшнă. Вăл çак ĕçре 34 çул ытла вăй хунă. Хальхи вăхăтра республикăра архив системинче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин архивсен секторĕ, Патшалăхăн хальхи истори архивĕ, Патшалăхăн электронлă тата кинодокуменчĕсен архивĕ, Патшалăх кĕнеке палати, 4 хула тата 21 район архивĕсем ĕçлеççĕ.

- Хальхи вăхăтра архивăн фондĕнче миçе ĕç упранать?

- Район архивĕнче хальхи вăхăтра 257 фондра 35187 ĕç (1927-2012 çулхисем) упранаççĕ. Тĕп тĕллев - документсем пуçтарасси, вĕсене сыхласа хăварса усă курасси, районти организацисенче, предприятисенче тата учрежденисенче документсемпе тата архивра ĕçлеме вĕрентсе пырасси.

Районти 42 организаци хăйсен ялан сыхламалли докуменчĕсене графикпе архива парса тăраççĕ. Вĕсенчен 2012 çулта 765 ĕç, саланнă предприятисемпе организацисенчен 40 ĕç архива йышăннă. Иртнĕ çул районти 14 организаци хăйсен докуменчĕсене йĕркене кĕртсе документсен списокне ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин эксперчĕсене çирĕплеттернĕ.

- Архив докуменчĕсемпе районта пурăнакансем йышлă усă кураççĕ-и?

- 2012 çулта пирĕн архивран 1374 çын хăйсене кирлĕ справкăсем илнĕ, çакă 2006 çулхипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах. Юлашки вăхăтра çĕре харпăрлăха куçарни пирки, предприятисемпе организацисен ячĕсем улшăнни çинчен калакан ыйтусемпе килеççĕ. 2012 çултан пуçласа районти Пенси фондне архив справкисене электронлă почтăпа ярса паратпăр. 2011-2012 çулсенче пурĕ 3 фондран 343 ĕçе тепĕр хут пăхса тухса çĕнĕ список, истори справкисем çырса документсене хатĕрлесе хунă. 2013-2015 çулсенче 22 фондри 3859 ĕçе йĕркене кĕртсе республикăри архивсене памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика