АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕмĕш смена пуçланчĕ

18 июля 2015 г.

Виççĕмĕш смена пуçланчĕ

Çуллахи каникул ачасемшĕн чи савăнăçлă самант пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вĕсемшĕн, чăн та, хаваслă самант пултăр тесен мĕн чухлĕ вăй хумалла, тивĕçлĕ тимлĕх уйăрас пулать.

Ача-пăча паянхи кун сывлăха çирĕплетмелли «Романтика» лагерьте канма кăмăл тăвать. Ытла та илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Пăхатăн та, йĕри-тавра сип-симĕс йывăçсем пĕр тикĕссĕн кашлаççĕ, килен-каяна сывлăх сунаççĕ тейĕн. Ачасем валли тунă пурăнмалли çурчĕсем хăйсен илемĕпе ретĕн-ретĕн куçа илĕртеççĕ. Кунта вара хăтлă та ăшă, çутă пÿлĕмсем. Кăçал пушшех те илемленчĕ вăл, мĕншĕн тесен кунта ачасене кĕтсе илме хатĕрленсе юсав ĕçĕсене тĕпрен пурнăçланă - корпуссен кантăкĕсене, ачасен пÿлĕмĕсене кĕмелли алăкĕсене, çивиттисене йăлтах улăштарнă, пĕтĕмпех çĕнĕ сĕтел-пукан, апат пĕçерсе хатĕрлемелли хальхи йышши оборудовани тата ытти тĕрлĕрен япаласем туяннă. Сывлăха çирĕплетмешкĕн, пур енлĕн канмашкăн условисем те çителĕклĕ. Акă, 2-мĕш сменăра 84 ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетрĕ. Кунти вожатăйсем хăйсен активлăхĕпе палăрчĕç - ачасен канăвĕ интереслĕ те усăллă ирттĕр тесе ырми-канми ĕçлерĕç. Халичченхи пекех районти тĕп больницăн медицина ĕçченĕсем ачасен сывлăхĕпе тăтăшах интересленсе тăчĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çирĕп сывлăхлă пулччăр терĕç.

Ĕнер лагерьте 3-мĕш смена уçăлчĕ. Ку хутĕнче 75 ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетĕ, кунти таса та уçă сывлăшра тĕрлĕ хускану, ăс-тăнпа çыхăннă вăййисене выляса киленĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика