18 июля 2015 г.

Июлĕн 15-мĕшĕнче районта «2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсенче граждансем коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли тарифсен улшăнăвĕсем çинчен тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çавăн пекех шыв объекчĕсенче çынсен хăйсене еплерех тытмаллине асăрхаттарасси тата пурлăха, пурнăçа страхлама сĕнесси» темăсемпе пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕнчисем Пысăк Енккасси, Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче пулса унта пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, актуаллă ыйтусем çине хуравланă, граждансене уйрăммăн харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнне ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территори органĕн ертÿçин заместителĕ Л.Егорова, «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин надзорпа вĕрентÿ сферинчи контроль пайĕн начальникĕ М.Федотов, Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов тата районти яваплă çынсем хутшăннă.
Килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах район администрацийĕн залĕнче пухăнчĕç. Кунта вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.Тихонов информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ. Ача усрава илнĕ, çемье ăшшине панă пирĕн районти Алексеевсен çемйине «Юратупа шанчăклăх» медальпе наградăларĕç. Икĕ е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн капиталĕн сертификатне парасси ырă йăлана кĕнĕ, ку хутĕнче ăна Пинер ялĕнчи В.Иванова илчĕ, сертификат илнĕ ятпа информаци ушкăнĕн членĕсем çамрăк амăшне саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç.
Çÿлти Кинчер
Çÿлти Кинчерте çап-çутă та сап- сарă тĕслĕ çурт таçтанах курăнса ларать. Вăл сарă хĕвел пек куçа йăмăхтарать, кашни çынна шанăç парать. Ăна хута ярас тĕлĕшпе «Эльбрус» тулли мар яваплă общество тăрăшса вăй хунă, тĕрлĕ монтаж ĕçĕсене пурнăçланă. Кар тăрса ĕçленĕрен Вăрмар район территорийĕнче çĕкленсе ларнă 3-мĕш ФАП пулчĕ вăл. Çĕнĕ çурт тулаш енчен те илемлĕ. Шалта та хăтлă, кунта тĕрлĕ кабинетсем пур. Ăна чаплă лару-тăрура уçнă, фельдшерпа акушер пунктне уçасса кинчерсем питĕ кĕтнĕ-çке! Ял халăхĕн сывлăхне пăхса тăракан фельдшершăн та савăнăç, малалла лайăх условисенче ĕçлеме пулать. ФАП Çÿлти тата Çĕнĕ Кинчерте пурăнакан 400 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе, сиплесе тăрĕ. ФАП ĕçлеме тытăнни ялти пур çыншăн та савăнăç, мĕншĕн тесен чирлекен ачасен сывлăхне вăхăтра кунта килсе тĕрĕслеттерме, кирлĕ эмелсене пырса илме, ватăсене юн пусăмне виçтерсе тăма, хăш-пĕр чухне калаçса чуна пусарма та май пулĕ. Таçта район центрне каймасăрах хăш-пĕр профилактика ĕçĕсене те кунтах тума условисем пур. Кинчерсем хăйсен тăрăхĕнче ФАП уçма тăрăшнисене пурне те: ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрне, районти яваплă çынсене чун-чĕререн тав тăваççĕ. Çак тăрăхра пурăнакансем хăçан та пулин татах çĕнĕ çурт хăпарасса шанаççĕ. «Кĕтме пĕлекен телейлĕ», тенешкел пурăнсан курăпăр.
Информушкăн - Кĕтеснерте
Информушкăн çитсе килнĕ тепĕр ялĕ вăл - Кĕтеснер. Кунта та вĕсене ял халăхĕ кĕтни курăнчĕ, мĕншĕн тесен кашнинчех вĕсем тĕрлĕ специалистсенчен хăйсене канăç паман ыйтусем çине хурав илеççĕ. Хальхинче те информушкăн халăхпа курса калаçнă, çÿлте асăннă информаци пĕрлĕхĕн тĕп темипе паллаштарнă, ял çыннисене кăсăклантаракан ыйтăвĕсене хуравланă. Унтан килнĕ хăнасем «Солнышко» ача-пăча садĕнче пулса курнă, кунти лару-тăрупа паллашнă. Ĕçлĕ ушкăн хуçалăхра выльăх апачĕ мĕн чухлĕ хатĕрленипе те кăсăкланчĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме пĕрре те çăмăл мар. Вăл чи çивĕч те вăрăм тапхăрсенчен пĕри шутланать, анчах çумăр татти-сыпписĕр çуса тăни ăна хатĕрлеме чăрмантарсах тăчĕ. Хальлĕхе иккĕмĕш хут утă çулма пуçламан-ха, пурте çанталăк лайăхланасса шанаççĕ. Апат пахалăхĕ лайăх пулсан, ăна çителĕклĕ хатĕрлесен выльăх-чĕрлĕхне те ытларах аталантарма пулать.
Кĕлкеш ял тăрăхĕ
Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçлĕ ушкăнĕ - Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла президиумĕн членĕ М.Краснов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пулса çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Борцовпа, «Ямуков Г.Н.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕн пуçлăхĕпе Г.Ямуковпа тата вырăнти халăхпа тĕл пулса 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен ЧР муниципаллă пĕрлĕхсенче граждансем коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли тарифсен улшăнăвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Маларахри çулсенче электроэнерги, газ тарифĕсем çулталăкра 2 хутчен ÿссе пынă пулсан халĕ 1 хутчен - июлĕн 1-мĕшĕнчен улшăнчĕç. 1 кубламетр газшăн 5,04 тенкĕ тÿлеме тивет. Яллă вырăнта пурăнакансем электричествăпа усă курнăшăн 1 киловатшăн 1,96 тенкĕ, хулара 2,80 тенкĕ тÿлеççĕ.
Çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси тĕп вырăнта пулнине асра тытса Вăрмар районĕнчи пушар надзорĕн патшалăх инспекторĕ В.Малиновский вут-çулăм тĕрлĕ сăлтавсене пула çуллахи вăхăтра типĕ курăксене çунтарни, пирус туртни, юри тĕртсе çунтарса яни, электрооборудовани юрăхсăр пулнипе пушар тухни, ача-пăчана вăхăтра асăрхаттарса, вĕрентсе тăманнине пула тухнине палăртрĕ. Асăрхануллăрах, тимлĕрех пулма каларĕ вăл. Темшĕн-çке пур чухне те çакна шута хурсах каймастпăр çав. Кăçал пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманнине пула 15 пушар ?пĕлтĕр -17% тухнă, пĕтĕмпе 2 млн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Юлашки 6 уйăх хушшинче ашшĕ-амăшĕсем пăхса çитерейменнине пула ачасем 2 пушар тунă. Районĕпе илсен 1 çын çак сăлтава пулах çунса вилнĕ.
Тепĕр çивĕч калаçу шыв объекчĕсенче çынсен хăйсене еплерех тытмаллине асăрхаттарасси пулчĕ. Çапла... Çуллахи шăрăх çанталăкра шыва кĕмесĕр епле чăтăн-ха/ Шыва кĕриччен малтан чи çăмăл правилăсене асра тытасчĕ: ишме ятарлă вырăнсенче, пулăшуçăсен служби ĕçленĕ вырăнта кăна юрать, ишме пĕлсен те тÿрех тарăн вырăна кĕрсе кайма юрамасть, пĕлмен вырăнта шыва чăммалла мар, ÿсĕрле шыва кĕме юрамасть, пĕччен шыва кĕме нихăçан та каймалла мар, ачасем хыççăн питĕ тимлĕ сăнама кирлине тата ыттине те палăртрĕç. Тĕслĕхе илсе Энĕшпуç ялĕнче шывра ишсе киленме пур условисем те çителĕклĕ пулнине палăртрĕ.
Харпăр хăй пурнăçне, пурлăха страхлани инкек тÿснĕ хыççăн саплаштару укçи илме май пани пирки, апла инкек-синкекрен асăрханса çурт-йĕре, пурлăха, хуралтăсене, хăвăр пурнăçа страхлани вырăнлăрах пулнине каларĕç. Унсăр пуçне районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнлерех пулса пыни пирки те сÿтсе яврĕç. Сĕтĕн хакĕ мĕншĕн йÿнелсе пыни, яллă вырăнсенче çул-йĕрсене вак чул сарасси, вырăнти кÿлĕсемпе юханшывсене тасатас ыйтусем тавра пычĕ вырăнти халăхăн черетлĕ калаçăвĕ.
Унтан ĕçлĕ ушкăн ялти шкулта пулса кунти çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Вĕсен ĕçĕ кăтартуллă, пурте кăмăллă юлчĕç.
Информаци ушкăнĕсем çак кунах Пысăк Енккасси, Кавал, Мăнçырма ял тăрăхĕсене те кайса килчĕç. Пур ялта та халăха шухăшлаттаракан ыйтусем çине хурав пачĕç, хăш-пĕр ыйтусене çитес вăхăтра татса пама шантарчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА, Н.ШИШКИНА.