15 июля 2015 г.

Чăваш Ен - ача усрава илессипе ырă тĕслĕх кăтартакан регионсенчен пĕри. 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе хута ямалли Наци стратегине пурнăçламалли ятарлă йышăну пур. Çакна шута илсе нумаях пулмасть «Чăваш Республикинчи ача усрава илнĕ çемьесене психологипе педагогика, право, медицинăпа социаллă хÿтлĕх енчен пĕтĕмĕшле пулăшса пырасси» темăпа форум йĕркеленĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М.Игнатьев кунта хутшăннисене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламланă, пур ачасен те çемьесенче çитĕнмеллине, вĕсен ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне туйса ÿсмеллине палăртнă. Форума опекунсемпе попечительсем, ача усрава илнисем, ача вăхăтлăх усракан ашшĕ-амăшĕ, опекăпа попечительство органĕсен специалисчĕсем, ача çурчĕсен, интернатсен ертÿçисемпе педагогĕсем, ача йышăннă çемьесене пулăшса пыракан кураторсем хутшăннă. Çак мероприятие республикăри районсемпе хуласенчен 500 ытла çын пуçтарăннă. Пирĕн районтан кунта ача усрава илнĕ 10 çемье тата райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем хутшăннă.
Çемье - ача çитĕнмелли пĕртен-пĕр юрăхлă хÿтлĕх. Çак шухăша форума хутшăннă РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Ивановпа унăн пĕрремĕш заместителĕ С.Петрова, ЧР Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй В.Рафинов çирĕплетнĕ. Усрава илнĕ ачасене çемье ăшшине панăшăн ашшĕ-амăшĕсене Тав çырăвĕпе, «Юратупа шанчăклăх» медальпе наградăланă. Çак наградăна пирĕн районти Елена Александровнăпа Валерьян Александрович Степановсем илме тивĕç пулнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ИВАНОВА.