08 июля 2015 г.
Пĕрмаях çывăрас килнине тата ывăннă пек пулнине специалистсем организма пулă çименнипе те сăлтавлаççĕ. Мĕншĕн тесен ку продукт организма усăллă нумай япалапа тивĕçтерет. Пулла белокпа, микроэлементсемпе тата витаминсемпе пуян пулнăшăн, кунран та ытла çăвĕшĕн (омега 3 тата омега 6) туянатпăр та. Анчах вăл пур чухне те усă кÿрет-ши/
Çакăнта Россельхознадзорăн специалисчĕсен иккĕленме сăлтав тупăнать. Сăмахран, 2006-2007 çулсенче Ази тинĕс продуктĕнче усă курма чарнă япаласем, çав шутра канцерогенсем те, тупса палăртнă.
Асăннă службăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем çулсерен вăл е ку пулла лабораторире тĕпчеттерсе тĕрĕслеççĕ.
Сăмах май, республикăра пулă ĕрчетесси япăх мар аталанать. Пирĕн тăрăхра ку ĕçпе тăрăшакан - 7 хуçалăх. Вĕсем карп, толстолобик, шурă амур, белуга, осетр тата стерлядь ĕрчетеççĕ. Пулă ĕрчетекен хуçалăхсене инспекторсем тимлĕхрен çухатмаççĕ. Çитменлĕхсем пулсан пĕтерме хистеççĕ. Çынсен сĕтелĕ çинче хăрушсăрлăхлă пулă пулмалла.
Тинĕсри чирлĕ пулă çынна ботулизмпа аптăратса ÿкерме те, А гепатит аталанма та пултарать. Пулăра хăйĕнче биотоксинсем пухăнас харушлăх пур.
Паллă ĕнтĕ, тинĕсре хăйĕнче пулла сиплеме май çук. Вăл ятарласа сиенсĕрлетнĕ хыççăн тин çиме юрăхлă. Хăш-пĕр чухне шăнтни те çителĕклĕ пулакан. Хăш-пĕр чухне вара гельминтсемпе сиенленнин шайне кура тĕп тумалли кăна юлать. Йывăр металлсен тăварĕсем пухăнас хăрушлăх та пур, вĕсене вара нимле те пĕтереймĕн. Паллах, усламçăсен хăйсен пахалăхшăн яваплăха туймалла. Анчах та пур чухне те ун пек мар-çке. Çавăнпа та надзор органĕсемсĕр май килмест кунта.
Çулсерен Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе мониторинг ирттереççĕ. 2014 çулта, сăмахран, Сăр юхан шывĕнчи пулла листерисем, стафилококксем, сальмонелсем тата ытти сиенлĕ япаласем тĕлĕшпе те ятарласа лабораторире тĕпчеттернĕ. Сисчĕвлентерекен пробăсем пулманнине çирĕплетеççĕ лаборатори кăтартăвĕсем.
Пулă хуракан вырăна ятарлă материалпа янтăламалла, унăн яка тата ăна тасатма çăмăл пулмалла. Дезинфекци тумалли каламасăрах паллă. Унта тусан та, хурт-кăпшанкă та лекмелле мар, виçмелли хатĕр те пĕрле пулмалла.
Чăнах та, ку ĕçре хăйĕн кăткăслăхĕсем чылай. Анчах та чи пĕлтерĕшли ку продукци çынсемшĕн хăрушсăр пултăр!
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА.