АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйту паян кун та канăç памасть

08 июля 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев кăçалхи январĕн 21-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекенсен чĕртаварĕн пахалăхне, калăпăшне тата хакне патшалăх енчен тĕрĕслемеллине каланă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме ыйтнă. Ку çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессипе пирĕн тăрăхра ĕçсем епле пыраççĕ-ха/ Кун çинчен эпир «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станцийĕ» бюджетлă учрежденийĕн ветеринари службин начальникне В.Александрова каласа пама ыйтрăмăр.

– Вячеслав Михайлович, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев кăçалхи январĕн 21-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче «Сĕте пахалăх тăрăх тÿлемелле» йĕркесене тĕпе хурса паянхи кун çак çивĕч ыйтупа пирĕн районта ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ-ши/ Çавăн пекех сĕт сутаканпа илекен хушшинчи килĕшĕве официаллă майпа пурте çирĕплетнĕ-ши?

- Ял çыннине мĕн калаçтарать паян? Сĕт хакĕ! Хушма хуçалăх вун-вун çемьешĕн тĕп тупăш çăлкуçĕ пулса тăчĕ. Çичĕ хут тар кăларса тунă укçан кашни пусĕ шутра вĕсемшĕн. Тупăш вара тÿрремĕнех сĕт хакĕпе çыхăннă.

Пирĕн районта паянхи кун 1 литр сĕтшĕн (çуллăхĕ - 3,4 процент) 11 тенкĕ тÿлеççĕ. Сĕтĕн çуллăхĕ 3,4 процентран пысăкрах пулсан уншăн хушса тÿлеме кирлĕ. Хăшĕ-пĕрисем укçа-тенкĕ ытларах илме хăтланса сĕте шыв тата ыттине хушакансем те пур-ха. Вĕсемшĕн, паллах, ыттисем айăплă мар. Çавăнпа та паха сĕтшĕн хушса тÿлени кирлех. Урăхла каласан, сĕт сутаканпа илекен хушшинчи килĕшĕве официаллă майпа çирĕплетмелле. Кун пек туни сĕте сутаканшăн та, туянаканшăн та усăллă, килĕшÿ çине палăртнине пĕр-пĕринчен тивĕçлипе ыйтма пулать. Паха сĕт сутакансем ытларах илччĕр эппин, ыттисем сахалтарах. Ку йĕрке вара сĕт пахалăхне чылай лайăхлатма, çавăн пекех килти хушма хуçалăх тупăшне ÿстерме май парĕ.

- Хальхи вăхăтра хресчен ?фермер% хуçалăхĕсемпе килĕшÿ тăвас ĕç мĕнлерех йĕркеленсе пырать-ха?

- Акă, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнчи фермер - уйрăм çын предприниматель, Тикаш ял тăрăхĕн «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, Тикаш ял тăрăхĕн «Иванов Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, Кĕтеснер ял тăрăхĕн «Игнатьев А.Ю.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.Игнатьев килĕшĕве сĕт илекенсемпе официаллă майпа çирĕплетнĕ. Çапла, пысăк хуçалăхсемпе сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăмпа тахçанах усă кураççĕ. Çав вăхăтрах, сăмахран, Аслă Чак, Чупай, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче уйрăм хушма хуçалăхсенчен сĕт сутакансем сĕте йышăнакансемпе асăннă килĕшĕве çирĕплетмеççĕ.

- Çав вăхăтрах хушма хуçалăхсене çĕнĕлле ĕçлеме мĕн чăрмантарать?

- Ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕр пек лайăх майсем туса памалла. Вырăнти халăх килĕшĕве çирĕплетменнине тĕрлĕрен сăлтавлать: темиçе критерипе сĕте анализ тусан сĕт паракан хăйех тăкаклă пулса юласран шикленет, паллах, укçи-тенки те чакать* ял халăхĕ кун пек çĕнĕлĕхе шансах кайманни, пуçтарнă сĕт пурте пĕр пичкене кайса сĕт пахалăхĕ палăрмаллах чакни тата ытти те. Паянхи куна пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшĕве нихăш харпăр хуçалăх та çирĕплетнĕ тĕслĕх çук. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: районта сĕт пухакансем - Канаш хулинчен Р.Камальдиновпа А.Казаков, Куславккаран М.Мешкова уйрăм çын предпринимательсем хăйсемех хушма хуçалăхри сĕт сутакансемпе килĕшĕве çирĕплетесшĕн мар, мĕншĕн тесен çакă вĕсемшĕн тупăшлах мар, иккен.

Автортан: Сĕт паракан пĕр çын ?ятне çырма хушмарĕ% пирĕнтен сĕт йышăнакан мĕншĕн-ха сĕт пахалăхне приборпа тÿрех виçсе куç умĕнчех паллă тумасть-ши/ Çакăн пек тунă пулсан эпĕ хаваспах килĕшĕве çирĕплетнĕ пулăттăм. Тен, çынсен шухăш-кăмăлне çийĕнчех татса пама та май килĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика