01 июля 2015 г.
Акса-лартса пĕтерсен çĕр ĕçченĕ Акатуйра савăнать, тепĕр кунне утçи уялла йыхравлать. Ялхуçалăх отраслĕнче пĕр ĕç тепринчен юлмасть. Хуçалăхсем ешĕл курăк çулма пуçларĕç - утă вăхăчĕ çитрĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакансем вĕсене хĕл каçармалăх ытлă-çитлĕ утă, сенаж хатĕрлеме тытăнаççĕ.
Утă хатĕрлес ĕç районта еплерех шайра пынипе интересленсе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов, тĕп специалист-эксперт-агроном Н.Николаев «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулчĕç. Кунта ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать - сенаж хатĕрлеççĕ. Турттарса килнĕ вĕтетнĕ курăка В.Григорьев К-700 тракторпа таптатса тăрать. Фермăран инçех те мар люцерна ани çинче кÿршĕри «Сарабай» хуçалăхран килнĕ Е-303 косилка курăкне васкавлă çулать. А.Васильев КСК-100А агрегатпа çулса пăрахнă валем çинчи курăка вĕтетсе транспорт çине тиесе тăрать. Симĕс массăна А.Григорьевпа В.Ширков КамАЗ автомашинăсемпе, Д.Кириллов МТЗ-12-21 тракторпа сенаж тунă çĕре пĕр вĕçĕм турттарса тăраççĕ. Вĕсен калаçса тăма та вăхăт çук. Çанталăкăн кашни уяр сехечĕпе туллин усă курас теççĕ, пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлесшĕн. Эпир пынă кун вĕсем 800 тонна кĕрекен вырăна сенаж хурса пĕтерсе витсе хурасшăн тăрăшаççĕ. Кун пеккине вĕсен малтан палăртнă тăрăх тепĕр икĕ вырăн тултармалла. Ку хуçалăхра вăй хуракан А.Чернов каланă тăрăх вĕсем пĕтĕмпе 2 пин ытла тонна сенаж хывса хăварасшăн.
Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ÿстерсе пынă май вĕсене утă-улăм нумай кирлине палăртать кунти ĕçĕсене йĕркелесе пыракан А.Чернов. «Паянхи куна мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 271 пуç, вĕсенчен 115-шĕ сăвакан ĕнесем. Ĕçĕ нумайлансах пырать, пушмак пăрусенчен ĕне тумалла тата ытти те. Анчах та сĕт хакĕ пĕчĕкленни чуна ыраттарать, эпир тăрăшни сая кайнă пекех туйăнать. Пурпĕрех малашлăха шанса вăй хурать пирĕн коллектив, май килнĕ таран пуçа усмасăр хуçалăха аталантарсах пырас тетпĕр», - тет ĕçшĕн тăрăшакан харсăр ферма заведующийĕ. Калаçуран ĕçлĕ çулçÿревпе килнисем вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулни палăрчĕ. Районти ытти хуçалăхсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕç, вĕсен тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕç. Ешĕл курăка вăхăтра пуçтарса ĕлкĕрмеллине, унсăрăн пахалăхĕ палăрмаллах чакассине палăртĕç. Тăрăшса ĕçлекенсем пирки лайăх сăмахсем каласа хавхалантарчĕç. Утă пуçтарса хатĕрлесси районта малалла пырать.
Июнĕн 29-мĕшĕ тĕлне илсен районĕпе пурĕ нумай çул ÿсекен курăксене 2631 гектар çинче çулнă, çакă вăл пĕтĕмĕшле шутласан 68 процент пулать. Çак вăхăт тĕлне 2389 тонна утă, 1800 - сенаж, 30 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.