01 июля 2015 г.
Çĕр ĕçченĕсем харпăр хăй туса илнĕ культурисемпе тата тупăшĕсемпе пĕр-пĕрне паллаштарас, пĕр-пĕрин ĕç опытне тĕпе хурса вырăнта усă курас тĕллевпе тăтăшах тĕл пулаççĕ.
Чулхула облаçĕнчи Городецк районне кĕрекен Аксентис поселокĕнче «Байер Компанинчи çĕрулми уйĕн Кунĕ» семинар пулса иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи аграрисен делегацийĕ те хутшăннă. Вĕсен шутĕнче пирĕн район представителĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Д.Иванов, тĕп специалист-эксперт-агрономĕ Н.Николаев, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков пулнă.
Пĕрлехи ларура семинара хутшăннисем «Байер» акционерсен хупă обществин, «Аксентис» тулли мар яваплă обществăн, А.Г.Лорх ячĕпе хисепленекен патшалăх наукăпа тĕпчев институчĕн çĕрулми хуçалăхĕн (ФГБНУ ВНИИКХ), Беларуçри çĕрулмипе ĕçлекен наци академийĕн наукăпа практика центрĕн республикăри унитари предприятийĕн (НПЦ НАН Белоруси), Н.И.Вавилов ячĕпе хисепленекен ÿсен-тăранăн Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн ?ФГБНУ ВНИИ растениеводство им. Н.И.Вавилова% представителĕсем ялхуçалăх техники тата ÿсен-тăрансене апатлантаракан препаратсем туса кăларакан компанинчи менеджерсем тухса калаçнине итленĕ.
Малалла семинара хутшăннисем «Аксентис» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ку хуçалăхăн 2 пин гектар çĕр, вĕсенчен 500 гектарĕ çинче çĕрулми туса илеççĕ. 20 тонна ытларах çĕрулми упранакан, унти климата хăй тĕллĕн йĕркелесе пыракан хальхи вăхăтри çĕнĕ складсем пур. Çĕрулми туса илессин пур йĕркине те - лартса çитĕнтерессине, нумай вăхăт упрассине, малтанлăха тасатассине тата виçсе чĕркессине - хуçалăхрах пурнăçлаççĕ. Çĕре хальхи вăхăтри технологипе сухаласа акни тата элитлă вăрлăхпа кăна усă курни хăйăрлă çĕр çинче те пысăк тухăç илме май парать. Хуçалăхăн хальхи вăхăтри тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пахалăхлă вăрлăхпа ĕçлесси пулса тăрать. 2015 çулта компани аталанăвĕнче пĕчĕк çĕрулми вăрлăхĕ туса илессипе лаборатори çулталăкĕпех ĕçлет. Малалла вĕсем татах та тĕнче шайĕнче тухăçлă аталанма пулăшакан лабораторисем хăпартма тĕллев лартнă.
Семинара хутшăннисем хамăрăн тата Беларуç селекцийĕнче кăларнă «Аксентис» тулли мар яваплă обществăра туса илекен çĕрулмин сортне лартнипе паллашнă. «Байер» акционерсен хупă обществин представителĕсемпе хуçалăх специалисчĕсем ку çĕрулмине туса илессин технологипе тĕплĕн паллаштарнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВ.