27 июня 2015 г.

«Никама та манман, нимĕн те манăçа тухман», - тетпĕр эпир ытларах чухне вăрçă çулĕсене аса илнĕ самантра. Çапла, вăрçă вăхăчĕн йывăр шăпи пырса тивмен çемье юлман та темелле, пĕчĕк ачасем те амăшĕсен ăшшине курмасăр, выçăллă-тутăллă çитĕннĕ тата ытти те.
Вĕсене патшалăх пĕрне те манмасть, май килнĕ таран мĕнпе те пулин тивĕçтерет. Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕнче тăракан хисеплĕ çынсене - вăрçă ачисене чыс турĕç, медальсем пачĕç ?ÿкерчĕк çинче%. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти ялхуçалăх ĕçченĕсем те пулчĕç. Вĕсенчен пĕри - Николай Петрович Петров, 1944 çулта çуралнăскер. Вăл мĕн ачаран çĕр çинче ĕçлесе çитĕннĕ. Çавăнпа та пулĕ нумай çулсем «Россия» совхоза, унтан «Мир» хуçалăха ăнăçлă ертсе пырса ял çинче, районта, республикăра паллă ялхуçалăх ĕçченĕ пулса тăнă. Унăн ячĕ таврара ырăпа кăна палăрса тăрать. Тепĕр ĕçченĕ - Надежда Георгиевна Семенова, 1939 çулта çуралнăскер. Вăл та çĕр ĕçĕнче тăрăшсах палăрма пултарнă. Çĕр «чĕлхине» пĕлекен теççĕ кун пек агроном çинчен. Районта тĕрлĕ çĕрте вăй хурса, хăй хыçĕнчен ырă ят акса хăварнă тава тивĕçлĕ агронома та таврара пĕлмен çын çук. Ялхуçалăхăн икĕ мухтавлă çыннисен ĕçĕ пирки нумай çырма пулать. Анчах та вĕсене хаçат вулакан çырмасăрах, ячĕсене илтнипех пĕлеççĕ тесен те йăнăшмастăп пулĕ тетĕп. Ĕмĕр тăршшĕпе пĕтĕм пĕлĕвне парса ĕçленĕ ветерансене çапла хисеп туни пурнăçра çĕнĕ варкăш кĕртет, хавхалантарать.
Çак чаплă лару-тăрăва пирĕн район адмнистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов та хутшăннă. Сумлă ветерансене саламланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.ЭВЕРСКОВ.