АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре вăй пулнипе малалла çирĕппĕн утăпăр

27 июня 2015 г.

Пĕрлĕхре вăй пулнипе малалла çирĕппĕн утăпăр

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн 22-мĕш конференцийĕ иртнĕ.

Конференци ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем А.Аршиновăпа Р.Тихонов, партин ĕç тăвакан комитечĕн представителĕ Л.Жаркова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, депутатсем, влаç органĕсен пуçлăхĕсем, район пуçлăхĕсем, парти членĕсем тата ыттисем хутшăннă. Конференцире 6 ыйту пăхса тухнă. Тĕп ыйту - ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăнма «Единая Россия» партирен кандидат тăратасси. Мероприятие партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов ертсе пынă май районсенче иртнĕ праймеризсенче виçĕ кандидат чи нумай балл пухнине пĕлтернĕ. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕн заместителĕ Е.Николаева тата «Базис» общество управляющийĕ А.Львов пулнă, вĕсене пурне те сăмах панă. «Çакăнта ларакан кашни çын республика пуласлăхĕшĕн пăшăрханать. Çавăнпа эсир тивĕçлĕ йышăну тăвасса шанатăп», - тенĕ Е.Николаева. М.Игнатьев вара республика Пуçлăхĕнче ĕçленĕ чух тунă ырă ĕçсене аса илнĕ. «Чăваш Ен Правительстви пилĕк çул каялла çирĕплетнĕ ятарлă стратегипе килĕшÿллĕн ĕçлерĕ. Партипе влаç органĕсем палăртнă пур программăна та пĕрле пурнăçлама тăрăшрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ халĕ те тухăçлă ĕçлет. Çавăнпа экономикăра та, социаллă сферăра та лайăх кăтартусем тума май килчĕ. Тĕллевсем те пирĕншĕн уçăмлă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, тунă йăнăшсене пĕтерсе малалла утăпăр», - тенĕ вăл.

Конференци вăхăтĕнче вăрттăн сасăлав иртнĕ. Виçĕ кандидатран пĕрне суйланă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе 115 çынран 114-шĕ М.Игнатьевшăн сасăланă. «Мана шаннăшăн пурне те тав! Умра - çăмăл мар тапхăр. Пĕрлехре - вăй. Пурте пĕрле туслăн ĕçлесен - çĕнтеретпĕрех!» - тенĕ Михаил Васильевич. Конференцирех суйлав умĕнхи программине çирĕплетнĕ, ытти ыйтупа та тивĕçлĕ йышăну тунă. Асăннă конференцие Вăрмар район делегацийĕ те хутшăннă (ÿкерчĕк çинче).

З.ПАВЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика