02 марта 2013 г.
Районти культура ĕçченĕсен 2012 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе район администрацийĕн ларусен залĕнче семинар-канашлу иртрĕ. Ăна райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ертсе пычĕ.
Райадминистрацин культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева культура пайĕн 2012 çулхи ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата 2013 çулхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Ирина Николаевна çулталăк хушшинче иртнĕ пур мероприяти çинче те чарăнса тăчĕ. Районта фольклор юхăмне аталантарассипе малта пыракан Пысăк Енккассинчи культура çурчĕн директорне Н.Гаврилова тав турĕ. Çавăн пекех культура ĕçченĕсен сайтсене информаципе тултарсах, çĕнетсех тăмаллине, Арапуçсемпе Кĕтеснерсем çак енĕпе чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. «2013 çулхи чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри вăл - районти 9 библиотекăра нумай функциллĕ центрсем туса хурасси», - терĕ И.Дмитриева. Вăрмарти культурăпа кану çурчĕн ĕçĕпе унăн директорĕ Т.Викторова паллаштарчĕ. Вăрмарти ачасен ÿнер шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен директорăн заместителĕ Л.Ковалевская каласа пачĕ. Тĕп библиотекăн методика пайĕн заведующийĕ Т.Федорова районти библиотекăсен 2012 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Районта архив ĕçĕ еплерех аталанни пирки район администрацийĕн архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова каласа пачĕ. Кĕтеснерти библиотека заведующийĕ С.Скворцова сывă пурнăç йĕркине йĕркелесси темăна уçса пачĕ. «Çулталăк библиотеки – 2012» ята Пысăк Енккассинчи библиотека тивĕçрĕ. Библиотека заведующийĕ Н.Никонорова «Çулталăк библиотеки» куçса çÿрекен кубока, Хисеп хутне тата парнене тивĕçрĕ.