02 марта 2013 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созывĕн 26-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен председателĕ М.Пуклаков ертсе пычĕ. Депутатсемпе район администрацийĕн пай начальникĕсем пурĕ 14 ыйту пăхса тухрĕç.
Чи малтанах РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн 2012 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе тата 2013 çулхи задачисемпе унăн начальникĕ И.Константинов паллаштарчĕ. Юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов «Вăрмар районĕнче контрольпе шутлав органĕ çинчен калакан положение çирĕплетесси çинчен» ыйту çинче чарăнса тăчĕ, юридици сăпатĕнчи çак орган штачĕ 2 çынран тăмаллине палăртрĕ. Л.Степанов çавăн пекех «ЧР Вăрмар районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен»; «Вăрмар район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси составне улшăнусем кĕртесси çинчен» тата ытти ыйтусене çутатрĕ. «Урмарытеплосеть» МУП пуçлăхĕ В.Иванов хăй ертсе пыракан предприятин тĕп ĕçĕпе паллаштарчĕ. Вăл энергие перекетлес тĕллевпе насуссемпе двигательсене улăштарни, пĕтĕмĕшле котельнăйсене реконструкцилени, ĕçлекенсен штатне оптимизацилени, «Урмарытеплосеть» предприятин хушма пулăшу кÿме ирĕк паракан право пурри çинчен каласа пачĕ.
Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова «Вăрмар районĕнче бюджет хутшăнăвĕсене право тĕлĕшĕнчен йĕркелес положение улшăнусем кĕртесси», «ЧР Вăрмар районĕн 2013 çулхи район бюджетне тата планласа хунă 2014, 2015 çулсен бюджечĕ çинчен» ыйтусене улшăнусем кĕртесси пирки калаçрĕ. Ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн «ЧР Вăрмар районĕнче 2009-2015 çулсенче тыр пул тата çĕр улми туса илессине аталантарасси» муниципаллă тĕллевлĕ программа çинчен» ыйтупа тухса калаçрĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов «ЧР Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ çинчен калакан положение çĕнĕ редакцире çирĕплетесси» ыйтăва мала кăларчĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Вăрмар районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов районта пурăнакан икĕ çемьене РФ тата ЧР наградисем парасси çинчен тăратассипе тухса калаçрĕ. Депутатсем Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Морозовсен çемйине «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан 5 ачаллă Силеровсен çемйине «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе наградăласси çинчен йышăну турĕç. Организаципе контроль ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Павлов В.Алексеева «Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят парас ыйтупа тухса калаçрĕ.