АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăрсене - тивĕçлĕ тимлĕх

23 июня 2015 г.

Пурăнăç... Çыннăн шăпи. Кам мĕнлерех шăпапа килет çĕр çине/ Хăшĕсем çĕр çине килнĕ чухнех сусăр çуралаççĕ, теприсем тĕрлĕ сăлтавсене пула аманса, сусăрланса юлаççĕ. Кун пек çынсене ытларах тимлĕх кирлине пурте пĕлетпĕр.

2015 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Чăваш Республикинчи обществăлла организацийĕн «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» районти организацийĕн пĕтĕмлетÿллĕ отчет - суйлав конференцийĕ иртнĕ.

Асăннă конференцие Пĕтĕм Раççейри обществевăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи председателĕ М.Кузьминых, райадминистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, район прокурорĕ Е.Краснов, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи Управленийĕн начальникĕ М.Пуклаков, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, районти хĕрарăмсен канашĕн правленийĕн членĕ Г.Петрова тата ыттисем те хутшăннă.

Кун йĕркинче 2010-2015 çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинчен асăннă организацийĕн председателĕ Э.Борисова тата контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ К.Петрова отчет туса пачĕç. Ĕçлĕ лару-тăрăва пухăннисем обществăлла организацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, район администрацийĕ сусăр çынсене тимлĕх уйăрса мĕнле ĕçсем туса ирттернине, «Доступная среда» район программи епле шайра пурнăçланнипе кăсăкланчĕç.

Кунта пухăннисем тепĕр пилĕк çуллăха çак организацин председателĕ пулма Э.Борисованах суйларĕç. Ун ĕçне пысăка хакласа вырăнти сăвăç Т.Дорофеева хăй çырнă сăввине чĕрене пырса тивмелле вуласа пачĕ.

Район больницин кардиологĕ Н.Мефодьева сăмах каларĕ: «Кăçал чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе кĕрешмелли çул. Çавăнпа та кашни çыннăн харпăр хăйĕн артерири юн пусăмĕпе интересленсех тăмалла, врачсем патне вăхăтра пырса тĕрĕслеттермелле». Унтан медицина ĕçченĕсем конференцие пуçтарăннисен артерири юн пусăмне виçрĕç.

Юлашкинчен библиотека ĕçченĕ С.Щербакова асăннă темăпа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика