20 июня 2015 г.
.jpg)
Шкул ачисемшĕн тинех вĕсем чăтăмсăррăн кĕтнĕ хаваслă каникул çитрĕ. Çак вăхăта мĕнле ирттерессине палăртса та хунă ĕнтĕ нумайăшĕ. Ара, пахчара, кил-тĕрĕшре ĕç тем чухлех, ашшĕ-амăшне яланах пулăшма хатĕр хĕрачасемпе арçын ачасем.
Шкул ачисем каникул кунĕсенче вăхăта усăсăр ан ирттерччĕр тесе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕ çулсеренех нумай ĕç туса ирттереççĕ. Районта кăçал планпа 16 çула çитнĕ 401 ачана ĕçпе тивĕçтерме пăхнă. Паянхи куна вара хамăр тăрăхри хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе тата «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществипе 9 килĕшĕве çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. 14-18 çулсенчи 210 ачана, паллах, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе килĕштерсе ĕç вырăнĕсем тупса панă, çак ĕç малалла пырать-ха. Çакна палăртмалла, кунта ытларах ăнăçсăр çемьесенчи тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен профилактика органĕсенче учетра тăракан ачасене тимлĕх уйăраççĕ, вĕсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарччăр тесе тăрăшаççĕ.
Унсăр пуçне, районти 10 шкул çумĕнче ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Акă, вĕсем: Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул тата ыттисем те.
Кунта ачасем воспитательсемпе пĕрле шкул территорине тирпей-илем кÿрессишĕн тăрăшаççĕ, пахча çимĕç лартнă йăрансене çумкурăкран тасатаççĕ, кăпкалатаççĕ, чечек лартнă клумбăсене пăхса тăраççĕ, вĕсене вăхăтра шăвараççĕ ?ÿкерчĕк çинче%. Çав вăхăтра канма та ĕлкĕреççĕ вĕсем - тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ.
Кĕçех «Романтика» лагерьте иккĕмĕш смена уçăлĕ, кунта 7-15 çул тултарнă 80 ача хăйсен сывлăхне çирĕплетĕ, кăмăл-туйăмне çĕклĕ.
Çапла, кашни ача вăхăтпа туллин усă курма тата ăна хаклама вĕрентĕр тесе пирĕн, аслисен, паян пур енлĕн тăрăшмалла, пĕтĕм мĕн пур вăйа хумалла, ун чух кăна «çимĕçĕ» пысăк пахалăхлă пулĕ, пире савăнăç кÿрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.