АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ĕçшĕн - пысăк чыс

20 июня 2015 г.

Хисеплĕ ĕçшĕн - пысăк чыс

Врач, медицина сестрин профессийĕ чун туртăмĕпе çыхăннă. Шăпах çак професси çынна чуна парса ĕçлеме, кирек хăш вăхăтра та ыттисене пулăшмашкăн ялан хатĕр пулнине çирĕплетсе парать. Ыттисен ыратăвне çывăха илекен, куллен сывлăх лаççинче паттăрлăх кăтартакан, чирлĕ çынсемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсене сыватакан Татьяна Валентиновна Петрова районти тĕп больницăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче вăй хурать. Кунне 30 пациентран кая мар йышăнать.

Куславкка районĕн хĕрĕ 1958 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Мĕн ачаранах врач пуласси килнĕ унăн. Вăтам пĕлÿллĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăк хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ медицина факультетĕнче вĕренме тытăнать.

Çапла, 1982 çултанпа сывлăх хуралĕнче çынсене сыватас тесе тăрăшать. «Ĕçне кура - хисепĕ» теççĕ. Район администрацийĕнчен, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинчен панă Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем нумай унăн. Чи пĕлтерĕшли - Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Хисеп грамотине парса хавхалантарни. Сире, Татьяна Валентиновна, чĕререн саламлатпăр, пархатарлă ĕçре татах та çитĕнÿсем тумашкăн çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, телей, ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика