АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçĕ çăмăл килмен унăн

17 июня 2015 г.

Пурнăçĕ çăмăл килмен унăн

Герман Матвеевич Матвеев Чăваш АССРĕнчи Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче 1925 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех районти «Хĕрлĕ ялав», республикăри «Пионер сасси» хаçатсене шкул пурнăçĕ çинчен заметкăсем, сăвăсем çырнă.

16 çулта, 1941 çулхи июньте, çар комиссариачĕн комиссийĕн йышăнăвĕпе Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Хабаровск крайĕнчи ФЗО шкулне вĕренме тухса кайнă. 1942 çулхи январьте Кивдари ФЗО шкулне пĕтерсен Артем хулинчи шахтăра ĕçлеме пуçланă. 1945 çулта апрелĕн 16-мĕшĕнче шахтоуправлени приказĕпе ăна маркшейдер пайĕн съемщикĕ пулма çирĕплетнĕ, пĕр вăхăтрах чертежникре тăрăшнă. Çав çулах августăн 1-мĕшĕнче сăрт-ту маçтăрне лартнă. 1946 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнчен таврăнсан Г.Матвеев районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата заметкăсем çырма тытăнать. 1948 çулхи апрельте ун чухнехи редактор В.Алентей сĕннипе районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçлеме пуçланă. 1952 çулхи августăн 17-мĕшĕнче ăна «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторне çирĕплетеççĕ. Вăл çийĕнчех çĕнĕ типографипе редакци çурчĕ тăвас ĕçе пуçăнать. Кĕске вăхăтрах поселокра çĕнĕ çурт çĕкленсе ларать. 1954 çулхи октябрь уйăхĕнче Тăвай районĕнчи «Сталин ялавĕ» хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçлеме тытăннă. 1955 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче ăна «Сталин ялавĕ», каярахпа «Ленинец» хаçачĕн редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. 6 çул ытла вăй хунă çак ĕçре. Çав вăхăтрах 1958 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче районти радиовещани ĕçĕсене пуçласа йĕркелесе янă, унăн пĕрремĕш редакторĕ пулнă. Вăрмар районĕнчи радиовещанин пĕрремĕш редакторĕ те вăлах пулнă. 1962 çулхи майăн 12-мĕшĕнчен пуçласа пурĕ 18 çул ытла йĕркелесе пынă вăл ку ĕçе. Çав вăхăтрах вăл çырнă очерксемпе калавсем, фельетонсем районти «Хĕрлĕ ялав», республикăри «Коммунизм ялавĕ» ?«Хыпар»%, «Советская Чувашия» хаçатсенче, «Капкăн» журналта пĕрин хыççăн тепри пичетленеççĕ. Мускаври «Сельская жизнь», «Советская Россия», «Правда» хаçатсенче, «Огонек» журналта кун çути кураççĕ.

1975 çулта СССР журналистсен союзĕн членне кĕнĕ.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Г.Матвеева «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн ?1974 ç.%, ВЛКСМ тĕп комитечĕн, Чăваш АССР халăх контролĕн комитечĕн ?1976 ç.% Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл çавăн пекех партин Вăрмарпа Тăвай райкомĕсемпе райсовет ĕçтăвкомĕсен, ытти ĕçлĕ органсен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унăн «СССР пралуклă радиовещанийĕ - 50 çулта», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Ударник - 1977» знаксем пур. Творчество пултарулăхĕ вăйлăн аталанса пынă вăхăтра йывăр чире пула, 1980 çулхи августăн 30-мĕшĕнче пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.МАТВЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика