АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питĕ пысăк та кирлĕ ĕç туса асра юлнă

17 июня 2015 г.

Герман Матвеевич Матвеевпа эпĕ 1967 çулхи август уйăхĕнче, комсомол райкомĕнче ĕçлеме пуçласанах, паллашнăччĕ. Кайран 13 çул хушши эпир унпа нумай-нумай хутчен тĕл пулнă, таçта та çÿренĕ, калаçнă, тавлашнă, пĕр чĕлхе тупнă. Комсомолра чухне çамрăксем валли радиопередачăсене пĕрле хатĕрленĕ, халăх контролĕн районти комитечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра эпир унпа «Халăх тĕрĕслет» рубрикăпа кашни 4 уйăхрах тивĕçлĕ материалсем хатĕрлесе эфира кăларнă.

Парти райкомне, района ертсе пынă çулсенче те унпа курнăçман кун пулман та пулĕ. Мĕншĕн тесен Герман Матвеевич район экономикипе социаллă сферишĕн, пĕтĕм халăхшăн çав тери пысăк та кирлĕ ĕç тунă: радиовещани урлă унăн редакторĕ пулнă май район, ĕç коллективĕсен пурнăçне пур енчен те анлăн та тарăннăн çутатса тăнă. Ырми-канми, вăй-халĕпе сывлăхне шеллемесĕр ĕçлетчĕ вăл. Калăпăр, эпир унпа хăш чухне каçхине 7-8 сехетре тĕл пулаттăмăр. Пĕр-пĕр çивĕч ыйтупа е темăпа ыран ирхине передача тума сĕнсен вăл яланах «Вăхăт сахал, çĕрĕпех ларма, çырма лекет ĕнтĕ, анчах та ирхине 6 сехет те 15 минутра эфира тухăпăр», - тетчĕ. Чăнахах та вăл шантарнă пек ирхине ирех вырăнти радиопа «Вăрмар калаçать» сăмахсем янăраса каятчĕç, палăртнă темăпа тарăн та тĕплĕ калаçу пуçланатчĕ...

Герман Матвеевич хатĕрленĕ передачăсем эрнере 3 хутчен кун сиктерсе эфира тухатчĕç - 6 сехет те 15 минутра тата 7 сехет те 10 минутра. 15-20 минута пыратчĕç вĕсем. Нумай та мар пек, анчах мĕн чухлĕ хатĕрленмелле, çырмалла пулнă унăн, мĕн чухлĕ çынпа тĕл пулса калаçмалла пулнă. Çураки, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра радиопередачăсем кашни кунах, ирхине 5 сехет иртсенех пуçланатчĕç, 6 сехет иртсен малалла тăсăлатчĕç. Çÿлерех палăртрăмăр ĕнтĕ, передачисене тĕрлĕрен темăсемпе ирттеретчĕ вăл. Радиопа учительсем, врачсем, ялхуçалăх специалисчĕсем, промышленноç, строительство, суту-илÿ, культура тата ытти сферăсен ĕçченĕсем калаçатчĕç. Ветерансемпе çамрăксем валли те ятарлă передачăсем хатĕрленĕ.

«Музыка саламĕ» рубрика та пулнă. Унта производствăра малта пыракан ĕçченсем, паллă çынсем - юбилярсем валли юрăсем янăратчĕç. Юрататчĕ халăх вырăнти радио передачисене. Герман Матвеевича вара районта пурте пĕлнĕ, ара, радиоточкăсăр кил те пулман ун чухне.

Хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне Г.Матвеев хаçатсем, журналсем валли материалсем çырма та вăхăт тупнă. Унăн вырăна кайса хатĕрленĕ очерксене, репортажĕсене пурте интересленсе, тулли кăмăлпа вуланă.

Çапла, питĕ пултаруллă журналист тата организаторччĕ вăл. Çав вăхăтрах сăпайлă та йĕркеллĕ, ăшă кăмăллă, анлă тавракурăмлă çынччĕ. Шÿт тума та питĕ юрататчĕ. Çавăнпа вăл районта чи паллă, чи хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă.

Питех те шел, ир татăлчĕ пурнăçĕ, аллă пиллĕкрех...

Унăн сăнарĕпе ĕçĕсем вара яланах пирĕн асăмăрта.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика