АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç

02 марта 2013 г.

Кивĕ Вăрмарти информаципе культура центрĕнче ял тăрăхĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсен отчетпа курав концерчĕ иртрĕ. Ăна тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалланă.

Чи малтанах халăх умне Киввăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов тухрĕ. Вăл 2012 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе 2013 çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Николай Иванович тухса калани «Савнă ялăм – Киввăрмарăм» электронлă презентаци кăтартăвĕпе пĕрле пулса пычĕ. Ăна ялти библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Павлов тăван районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, çав хушăрах халăх ыйтăвĕсене хурав пачĕ. Ялти шкул директорĕ С.Антонов шкул ачисен çитĕнĕвĕсемпе тата шкулта çитес вăхăтра тĕллевсене палăртса хăварчĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе концерт пултарулăх ушкăнĕсен хорĕпе пуçланчĕ. Хора ялти шкул коллективĕ, аслă класри шкул ачисем, ача-сачĕн ĕçченĕсем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Куракансене «Грация» хореографи ушкăнĕн ташшисем уйрăмах кăмăла кайрĕç. «Мерчен» фольклор ушкăнĕн хĕрĕсем те ял халăхне чăваш халăх юррисемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех С.Алексеев тата О.Галимов шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе йышлăн пухăннă ял халăхне чылайччен ал çуптарма пултарчĕç. Акă В. Петровпа А. Павлова куракансене чăваш халăх юррипе тата С. Асамат репертуарĕнчи юрăпа саламларĕç. Шкулта вĕрентекенсем залра ларакансене хăйсен илемлĕ, чуна пырса тивекен юррисене парнелерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика