АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейĕпе палăрнă çĕвĕ фабрики

09 июня 2015 г.

Раççейĕпе палăрнă çĕвĕ фабрики

«ОВАС» çĕвĕ фабрики 1986 çултах никĕсленнĕ. Паян вăл - Раççейре чи вăйлă та хăвăрт аталанакан производство предприятийĕсенчен пĕри. Çак компани ачасем валли ăшă тум-тир çĕлессипе вăй хурать. Предприятин çĕвĕ цехĕсем Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тата унăн тулашĕнче вырнаçнă. Вăрмар районĕнче «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» тата «ОВАС - Спорт» тулли мар яваплă обществăсем ĕçлеççĕ.

Паянхи кун предприятие паллă бизнесмен, С.Кайсаров генеральнăй директор ертсе пырать. Çĕвĕ фабрикине кĕрсен ачасем валли çĕленĕ çав тери илемлĕ курткăсене, пуховиксене, комбинезонсене, шăлаварсене курма пулать, пурне те вĕсене Раççейĕн тĕрлĕ хулисене ăсатаççĕ. Кашни çĕвĕ машини умĕнче пуçĕсене çĕклемесĕр тăрăшса çĕлесе ларакан çĕвĕçе куратăн. Кунта пурĕ 90 яхăн çын ĕçлет. Халĕ вĕсем «Хĕлле-2016» коллекцири изделисене çĕлеççĕ. «Пире пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет - пахалăхлă издели туса кăларасси, халăх ыйтăвне тивĕçтересси», - теççĕ пĕр харăс кунта тăрăшакансем. Çакăн йышши пысăк фабрика пирĕн тăрăхра пурри районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Вăл халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет, район бюджетне пуянлатать.

 «УШФ «ОВАС» тата «ОВАС спорт» тулли мар яваплă обществăсен пĕтĕмĕшле тупăшĕ 2015 çулхи 4 уйăх хушшинче 16 млн та 761 пин тенкĕпе танлашнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика