АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ - пурнăç никĕсĕ

06 июня 2015 г.

Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулнă. Вăл Шупашкарти Ачасен реабилитаци центрĕнче пулнă. Сусăр ачасене сиплессипе кунта тăрăшса ĕçленине, вĕт-шакăрсене валли кирлĕ пек пур услови те хатĕрленине палăртнă. Çак кунах пухăннисемпе тĕрлĕ енлĕ калаçу ирттернĕ. Унта регионта ачаллă çемьесене пулăшассипе патшалăх сахал мар пулăшу кÿнине палăртнă. «Амăшлăхĕпе ачалăха пулăшасси, ача амăшĕпе пепкене сыхласси, çемье хаклăхĕсене çирĕплетесси - Чăваш Республикинчи патшалăхăн социаллă политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри» - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев.

Чăннипех те, пирĕн республикăра çамрăк çемьесем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Нумай ачаллă çемьесем валли пурăнмалли çурт-йĕр тума е хушма хуçалăх тытма тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса параççĕ. Амăшĕн капиталĕ, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан паракан пособи евĕр хушма социаллă мерисем тата патшалăх пулăшăвĕн ытти тĕсĕсене палăртакан программăсем пурнăçланаççĕ. Ача сачĕсем çĕнĕрен уçăлаççĕ. Çакăнта палăртнисем пирĕн районта та туллин пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Кĕске вăхăт хушшинче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ хута кайса ĕçлеме тытăнчĕ.

Районта 3 ачаллă 292 çемьере 876 ача пурăнать, 4 ачаллă 40 çемьере 160, 5 ачаллă 14 çемьере - 70, 6 ачаллă 4 çемьере 24, 9 ачаллă 1 çемьере 9 ача пурăнаççĕ. Сусăррисем 98 ача. Палăртнă çемьесенчи ачасен кун-çулĕпе района ертсе пыракансемпе ку енĕпе яваплă çынсем интересленсех тăраççĕ, килĕрен те çÿресе çемьесемпе тĕл пулаççĕ. Кирлĕ пулсан вăхăтра пулăшÿ кÿреççĕ.

Тĕслĕхрен, иртнĕ çул çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 63 çемьене 55,1 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илме пулăшнă. «2011-2015 çулсенчи пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăпа виçĕ е ытларах ачаллă 6 çамрăк çемье хăтлă çурт-йĕр туяннă, çул çитмен 5 ачаллă пĕр çемьене хваттерпе тивĕçтернĕ. ЧР «Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене йĕркелесси» Саккунăн 11 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тата тăлăха тăрса юлнă 4 ача хăтлă хваттерсенче пурăнма тытăннă. Çамрăк çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе тахçантанпах ĕçлекен программăпа килĕшÿллĕн 9 çамрăк çемьене çăмăллăхлă кредит панă. Ку енĕпе районта малалла та ĕçлеççĕ.

2015 çулта çамрăк 5 çемьене патшалăх пулăшăвĕ пама палăртнă, çавăн пекех тăлăх 3 ачана пурăнмалли çурт-йĕрсемпе тивĕçтерессипе ĕçлеме тытăннă, нумай ачаллă 1 çемьене çурт-йĕр хăпартса пама тĕллев лартнă.

Çемье çавăрса ача çуратса çитĕнтересси пĕрре те çăмăл мар, яваплă, çавăнпа та патшалăх пулăшу панин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика