06 июня 2015 г.

Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн Коллегийĕн тата ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн анлă ларăвĕ Энĕшпуç ял тăрăхĕнче иртрĕ.
Кунта Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пушар хуралĕнче вăй хуракансем, çавăн пекех ĕçлĕ лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп Управленийĕн пуçлăхĕ С.Антонов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕ В.Петров, ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн ĕç пурнăçлакан директорĕ С.Николаев хутшăннă.
Çуллахи шăрăх кунсенче çак мероприятие ирттерме Энĕшпуç ялне ытахальтен суйласа илмен. Шăпах кунта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тĕпе хурса пĕтĕм ĕç процесне çÿллĕ шайра кăтартма май пур. Каласа хăварас пулать, акă 6 çул хушши ĕнтĕ ялта пушар хуралĕн уйрăмĕн посчĕ ĕçлет, вăл 39-мĕш номерлĕ Вăрмар пушар хуралĕ çинче шутланса тăрать, инкек-синкек килсе тухас мĕн пулсан кунта икĕ пушар машини, пушар хуралĕн ирĕклĕ 8 дружинникĕ тата пушар сÿнтермелли хатĕр (мотопомпа) пур. Çакна асăнмалла, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тата вырăнти халăх тăрăшнипе ял хĕрринерех шыв пухма ятарласа тунă вырăн уçни уйрăмах шăрăх çанталăкра халăха пысăк пулăшу кÿнине палăртнă пухăннисем.Вырăнти халăхпа тăтăшах пушар хăрушсăрлăхĕ темăпа профилактика калаçăвĕсем ирттернине асăнчĕ Олег Анатольевич. Унтан ĕçлĕ ушкăн Энĕшпуç ял хĕрринче вырнаçнă халăх валли йĕркеленĕ шыва кĕмелли вырăна кайса курчĕ. Çу кунĕсенче шывра ишсе киленме пур условисем те çителĕклĕ пулнине палăртрĕç вĕсем, пушар хăрушсăрлăхĕн пур нормисене пăхăнса тата шывра ишнĕ чухне харпăр хăйне епле тытмалли çинчен асăрхаттарчĕç. Çакна палăртмалла, «2014 çулта Атăлçи федераллă округра хула тата ял тăрăхĕсем хушшинче халăха пурнăç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе вырăнти чи лайăх муниципаллă пĕрлĕхсен хăйтытăмлăхĕ» смотр-конкурсра Энĕшпуç ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăна тухнă. Çапла, вĕренмелли нумай вĕсенчен.
Лару умĕн мероприятине хутшăнакансем шкулти паттăрлăх музейĕнче пулчĕç, И.Криков таврапĕлÿçĕ музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Пĕрлехи ларăвăн чи пĕрремĕш хускатнă ыйтăвĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хулапа ял тăрăхĕсенче çуллахи шăрăх çанталăкра пушар хăрушсăрлăхĕ темăпа Чăваш Республикинчи «Пушар хăрушсăрлăхĕн служби» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ В.Укладов тухса калаçрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пирĕн районта пушар ан тухтăр тесе тата халăх шыва кĕрекен вырăнсенче кирлĕ шайра мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ. «Пушара хирĕç кĕрешекен чи лайăх ял тăрăхĕ» район конкурсне пĕтĕмлетсе Энĕшпуç ял тăрăхĕ пĕрремĕш, Мăнçырмасем - иккĕмĕш, Вăрмар хула тăрăхĕ виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Константин Владимирович Дипломсемпе чысларĕ (ÿкерчĕк çинче). Ытти яваплă çынсемпе кунта пуçтарăннисем çĕнтерÿçĕсене саламларĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КУПРИЯНОВА.