06 июня 2015 г.

«Алă çумасăр çăкăр ан тыт, çăкăртан асли çук»,- тенĕ ваттисем. «Çăкăр пур -пурнăç пур», - тенĕ авалтанах. Астăватăп-ха, мĕн ачаранах урайне ÿкнĕ кашни тĕпренчĕке пуçтарса çиме вĕрентеççĕ. Вăрçă терт-нушине курнисем, ачалăхĕнче тăраниччен çăкăр çисе курайманнисем ăна пушшех те хисеплеççĕ. Шел пулин те, паянхи çамрăксем пирки çакна калаймăн. Ку вăл сĕтел çинче яланах çăкăр-булка выртнипе, кирек хăш лавккара та хамăр кăмăла каяканнине туянма пултарнипе çыхăннă-тăр.
Акă, хамăр районти райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество мĕн-мĕн тĕрлĕ çăкăр-булка изделийĕсем, аш-какайран хатĕрленĕ çурма фабрикатсем, пылак шывсем хатĕрлесе кăлармасть-ши/
«Эпир кăларакан изделисене çынсем кăмăлласа туянни - пирĕн ĕçе хаклани тесе шутлатăп, - тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне виççĕмĕш çул директор тилхепине тытакан М.Федорова çурма фабрикатсен цехне кĕрсе пынă май. И.Васильева лаборант ертсе пынипе кунта вăй хуракансем - Е.Мининапа Л.Желтухина ?ÿкерчĕк çинче% пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлаççĕ, пĕр сменăпа ĕçлесе 25 килограмм таран пельмень тăваççĕ, унсăр пуçне ытти çурма фабрикатсене - катлетсем, биточкисем, люля-кебаб, килти фарш, кăлпасси изделийĕсене 18 кг хатĕрлесе уйăхне 200 пин тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ. «Продукци мĕнле пуласси малтанхи чĕртавартан нумай килет, çавăнпа та пысăк пахалăхлипе усă курма тăрăшатпăр»,- палăртать Марина Петровна директор. Ăш-пиллĕ те тарават, хастар, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан М.Федорова пылак шыв тăвакан цехри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Цеха кĕрсенех И.Александрова оператор ПЭТ кĕленчисене вĕри сывлăшпа хăпартакан станок умĕнче тăрăшать. Кунти слесарь А.Емельянов ĕçлекен оборудованине вăхăтра пăхса тăрать, ванас-тăвас пулсан çийĕнчех ăна юсаса ĕçе кĕртет. В.Михайлова мастер ĕç процесне йĕркелесе пырать.
Л.Васильева, Н.Антонова, А.Семенова, Н.Прокопьева, О.Дмитриева хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Кунне вăтамран 2700 декалитр пылак шыв хатĕрлесе уйăхне 450 пин тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ.
Çапла, ĕçе килĕштерсе пурнăçласан унăн тухăçлăхĕ ÿсет, тупăшĕ те курăмлă, продукцине районта тата унăн тулашĕнче кăмăлласах туянаççĕ. Пирĕн вара вĕсене çак ĕçре ăнăçу сунмалли кăна юлать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.