02 марта 2013 г.
Эпир, 5-мĕш тата 7-мĕш классенче вĕренекенсем, Э.Архиповăпа Л.Ефимова класс ертÿçисем ертсе пынипе Шупашкара экскурсие кайрăмăр. Çул тăршшĕпех çут çанталăк илемĕпе киленсе пытăмăр. Вĕрентекенсем пире çут çанталăка упрамалли, ăна хÿтĕлес тесен мĕн тумалли çинчен каларĕç.
Шупашкар хăй илемĕпе чуна тыткăнлать. Пĕринчен тепри чаплăран та чаплă, илемлĕрен те илемлĕ çуртсем лараççĕ. Акă пирĕн Газель «МТВ-Центр» тесе ят панă сутÿ-илÿ çурчĕ умне çитсе чарăнчĕ. 5 хутлă çурта пирĕнтен хăшĕ-пĕри пуçласа кĕрсе курать. Кăштах çÿренĕ хыççăн 5-мĕш хута хăпартăмăр. Кунта кино кăтартакан зал та ĕçлет иккен. Шала кĕрсен кино курмасăр тухса кайма пултараймарăмăр. Хăйне евĕрлĕ илемлĕ кунта. Кинозалран тухсан суту-илÿ çурчĕн кашни хутĕнче мĕн сутнине пăхса çÿрерĕмĕр, хамăра кирлĕрех япаласем те тупрăмăр.
Хулан чи паллă вырăнĕ - залив тата ун çумĕнчи Анне монуменчĕ. Анне монументне кайса пуç тайса килтĕмĕр. Ун хыççăн залив хĕрринчи пăртан тунă кÿлепесем патне кайрăмăр. Кунта вара чăннипех те тĕлĕнмелле. Шупашкара каякан çак тĕлĕнтермĕше курмасăрах киле таврăнать пулсан пурнăçра нумай çухатать. Мĕн тĕрлĕ кÿлепе çук-ши кунта! Мĕнле касса тума пĕлнĕ-ши? Пăртан ăсталанă лашапа çуна умĕнче нумайччен тăтăмăр. Хамăрăн та пĕр-пĕр кÿлепе туса пăхас кăмăл çуралчĕ. Хулари паллă вырăнсемпе паллашса çÿренĕ май «Макдональдс» тесе çырнине куртăмăр. Пур çĕнĕлĕхпе те паллашас шутпа çул çÿреве тухнă май кунта та пулса курас терĕмĕр. Хула урамĕсем тăрăх çуран утнă май Чăваш Академи драма театрĕ, наци музейĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ, Пукане театрĕ умĕпе иртрĕмĕр. Курмалли чăннипех те нумай тăван Шупашкарта.