АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕре те ĕлкĕрекен Таня

02 марта 2013 г.

Аслă Чакри тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Таня Мельникова пултарулăхĕнчен юлташĕсем çеç мар, учительсем те тĕлĕнеççĕ. Ара, хастар хĕр ача кĕçĕн класранпах вĕренÿре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Пур предмета чунтан юратса вĕренет. Шкулта, районта, республикăра иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса час-часах çитĕнÿ тăвать.

Кĕнеке вулама кăмăлланăранах хăй те сăвăсем, хайлавсем çырма юратать. Ку ĕçре ăна чăваш литературине вĕрентекен Регина Семеновна пулăшса та хавхалантарса тăрать. Çулсерен республика шайĕнче иртекен «Букварьтен-илемлĕ литературăна çити» конкурса хутшăнса «Очерк» номинацире 3 вырăн йышăнма пултарчĕ.

Раççей шайĕнче иртекен «Аталану-2012» конкурса пурĕ 561 ача хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Чăваш Республикисĕр пуçне ăмăртура ытти 13 тăрăхри - Тутарстанпа Пушкăртстан - ачисем уйрăмах йышлă пулни курăнчĕ. Мурманск, Оренбург, Пенза облаçĕсенчен те пур. «Аталану-2012» ăмăртăва йĕркелекенсем унăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă хыççăн 8-9 классем хушшинче Аслă Чакри тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Мельникова мала тухса призерсен шутне кĕни пурне те савăнтаратчĕ.

Хастар чĕреллĕ ман пуласчĕ,

Урхамах пекех чупасчĕ.

Тăван халăх ят-сумне

Ярас марччĕ ĕмĕрне, -

шăрçаланаççĕ хăй çырнă сăвă йĕркисем.

Акă ĕнтĕ иккĕмĕш çул район шайĕнче чăваш чĕлхи тата литературипе иртекен олимпиадăсене хутшăнса пĕлтĕр 1-мĕш, кăçал 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕ. Çавăн пекех алгебра, вырăс литератури, химии, КРК, физкультура предмечĕсемпе хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ маттурскер. «Эпĕ хамăн тĕп тивĕçе - лайăх вĕренессине - яланах асра тытса малта пыма тăрăшатăп», - тесе пĕлтерет Таня. Çав вăхăтрах тавра курăма аталантарасси пирки пĕр самантлăха та манмасть. Ăна вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнса туптать. Раççей шайĕнче иртекен «Чĕвĕлти Чĕкеç», «Русский Медвежонок», «Кенгуру», «Золотое Руно», интернет-олимпиада, чемпионат вăййисене кăмăллать, вырăнсем йышăнать. Наукăпа практика конференцисенче те сахал мар хут çĕнтерÿçĕ пулнă Таня. Ахальтен мар Таня Мельниковăна кăçал район администраци пуçлăхĕн стипендине илсе тăма ĕнентерекен свидетельство парса чысланă. «Сывă ÿт-пÿрте - сывă тăн», - теççĕ. Çакна асра тытма тăрăшать пирĕн Таня. Спортпа питĕ туслă вăл. Юрра-ташша та ăста. Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет Çарĕн пысăк мар ушкăнне Афганистанран илсе тухнăранпа 24 çул çитнине халалласа ирттернĕ патриотла юрăсен конкурсне хутшăнса кăçал районта 1-мĕш вырăна тухрĕ (2012ç. - 3 -мĕш вырăн). Çĕнтерÿçĕне Хисеп хучĕ парса хавхалантарнă. Шкулта, клубра иртекен пĕр мероприятие те хăйĕн юррипе илем кÿртмесĕр хăвармасть. Пуринпе те сăпайлăн калаçать. Тантăшĕсемпе туслăн пурăнма тăрăшать, вĕсене вĕренÿре пулăшать. Йывăр самантсенче сĕнÿсем парса ăшă сăмахпа йăпатать.

Канмалли кунсене те усăллă ирттерет. Ялти библиотекăра тăтăшах пулать. Умра - экзаменсем. Эпир ăна ăнăçлă тытма çирĕп сывлăх сунатпăр. Малашне те унран пысăк çитĕнÿсем кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика