АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çурчĕн парнисемшĕн

02 марта 2013 г.

Пысăк Енккасси Культура çурчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтас енĕпе ирттернĕ ăмăрту ялсенче «тимĕр вăййипе» интересленекенсем йышланса пынине кăтартрĕ. 18 çултан аслăрах атлетсем 24 килограмлă кире пуканĕсене йăтассипе тупăшрĕç.

Карăкçырма ялĕнчен килнĕ Н.Ильин, Н.Сергеев, Н.Иванов хăйсен виçисенче уйрăмах палăрчĕç. Н.Никифоров, А.Васильев тата Ю.Иванов Пысăкенккассисем те кÿршĕсен кăтартăвĕсемпе хавхаланса снаряда çăмăллăнах парăнтарчĕç.

Хĕрсемпе хĕр ачасем хушшинчи ăмăрту та питех те çивĕч иртрĕ. 16 килограмлă снарядсене йăтса О.Мироновапа А.Петрова, А.Васильева малти вырăнсене йышăнчĕç. Çынна хастар пулма, сывă пурнăç йĕркине йышăнма çамрăкранах вĕренмелле. Ачасем аслисенчен ырă тĕслĕх илсе тĕреклĕ те çирĕп сывлăхлă тата вăйлă пулса ÿсессе шаннине Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕн ячĕпе яракан Çырăвĕнче пайăррăн палăртать.

Пысăк Енккасси ял Пухăвĕн депутачĕ Н.Никонорова çырупа кĕскен паллаштарнă хыççăн ăмăртăва шкул ачисем малалла тăсрĕç. Кунта Л.Степанова, В.Никифоров пуринчен те правуртарах пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ырлăх-сывлăх сунса Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов спортра малашне те ăнăçусем сунчĕ, пурне те медальсемпе дипломсем тата парнесем илнĕ ятпа саламларĕ.

Ача-пăчасен «Шанчăк» инструменталлă пултарулăх ансамблĕ чăваш юрри-кĕввисемпе тыткăнларĕ.

Ăмăрту йĕркелÿçисем В.Яковлева, А.Александрова, Ю.Петрова, И.Николаева пысăк пулăшу кÿнишĕн тав сăмахĕ калаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика