АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă спортсмена асăнса

02 марта 2013 г.

Хĕлле ялсенче пушă вăхăт ытларах, анчах та çине тăмасан килте ларнипех иртсе каять. Пирĕн районта йĕлтĕр спорчĕ аванах аталанса пынă май, çак енĕпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ те пысăк. Ку енĕпе тĕрлĕ хула, ял тăрăхĕсенче ăмăртусем çулсерен ирттереççĕ. Кăçал вара Кавал ял тăрăхĕнчи тепĕр ял - Кивĕ Вĕренер - хутшăнчĕ. Февралĕн 23-мĕшĕнче асăннă ялта йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Ăна çав ялта çуралса ÿснĕ хăйсен ентешне Иван Каланова асăнса ирттерчĕç.

Иван Васильевич 1927-мĕш çулта çуралнă, Аслă вăрçа хутшăннă. Шыв айĕнче çÿрекен кимĕ çинче сакăр çул службăра пулса 1953-мĕш çулта яла таврăннă та çав хĕлех тĕрлĕ ăмăртусене çÿреме пуçланă. Вăл районта чи вăйлă йĕлтĕрçĕ пулнă, республикăн пĕрлештернĕ командинчи ăмăртусене хутшăнса призлă вырăнсем йышăннă.

Ас тăватăп, «Ижевская винтовка» ăмăртура 1-мĕш вырăн çĕнсе илсе винтовка илсе килсе хамăр тата кÿршĕ ял çыннисене тĕлĕнтернине. 1957-1958-мĕш çулсенче унăн çитĕнĕвĕсем пирки районĕпех калаçатчĕç. 12 çухрăмри район центрне çурăм хыçне салтак кутамкки çакса яланах йĕлтĕрпе çÿретчĕ. Эпир, шкул ачисем, пушмаклă йĕлтĕр, алюминирен тунă йĕлтĕр туйисем пуçласа унăнне курнă. Ваççа Ванюкĕ (ялта ăна çапла чĕннĕ) велосипедпа, çуран чупассипе те ăмăртусене хутшăнатчĕ. Районта пĕрремĕш велосипедист та вăлах пулнă. Шел, пурнăçĕ кĕске пулчĕ. 1958 çулхи кĕркунне пылчăклă çулпа велосипедпа район центрне кайнă чухне Кивĕ Вăрмар тăвайккинче машинăн кайри кустăрми айне лексе вилнĕ. 31 çулти Ванюкăн 4 ача тăлăха юлаççĕ. 30-35 çул каялла темиçе хутчен ун ячĕпе район шайĕнче ăмăртусем ирттерчĕç те, вара вăл манăçа тухрĕ.

Ялти, район центрĕнче пурăнакан хамăр ял хастарĕсем тăрăшнипе кăçал çак ăмăрту çĕнĕрен иртрĕ. Ытларах предприниматель, йĕлтĕрçĕ В.Петров тăрăшрĕ - ятарлă медальсем, дипломсем илсе пычĕ. Ăмăртăва шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа 70 çул çултан иртнисем таранах хутшăнчĕç, старта Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева, И.Калановăн Кавалта пурăнакан хĕрĕ Луиза Ивановна та хутшăнчĕç. Кивĕ Вĕренер халăхĕ савăнчĕ, çамрăксем Иван Васильевич çинчен каланине тимлĕн итлерĕç.

Призерсене медаль-дипломсемпе чысларĕç, малалла çак ăмăртăва кашни хĕл ирттерме калаçса татăлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика